Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Акрель шкулӗ районта чи лайăххи

2017– 2018 çулхи вӗренӳ çулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, Акрель вăтам шкулӗ районта чи мала тухнă.

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн иртекен учительсен ларăвӗнче  вӗренӳ çулне пӗтӗмлетесси йăлара. Çарăмсан районӗнче те ку çаплах. Кăçал район чăвашӗсен савăнма сăлтав пысăк. 2017– 2018 çулхи вӗренӳ çулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, Акрель вăтам шкулӗ районта чи мала тухнă. Лайăх кăтартусемпе вӗренӳ çулне вӗçленӗ шкула 15 пин тенкӗлӗх сертификат парса чысланине пӗлтерет район сайчӗ.

Акрель вăтам шкулӗнче хальхи вăхăтра 97 ача вӗренет, вӗсене 19 педагог пӗлӳ парать. (Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование