Аксу чӑвашӗсем ҫӗр ҫӗмӗрттерсе концерт кӑтартнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу чӑвашӗсем ҫӗр ҫӗмӗрттерсе концерт кӑтартнӑ

Культура ертӳлӗхӗнче чӑвашсем ӗҫлесен ҫапла пулмалла та

Мартӑн 19-мӗшӗнче район центрӗнчи Культура керменӗ хаваслӑ юрӑ-ташӑпа тулнӑ. Ҫак кун унта Аксу тӑрӑхӗнчи мӗн пур чӑваш ялӗнчи артистсем пухӑннӑ. Фольклор, хореографи, вокал ушкӑнӗсем, уйрӑм юрлакансем – пурӗ 150 ытла ҫын!
Куракансем ура ҫине тӑрса алӑ ҫупни – район ҫитес уява лайӑх хатӗрленни ҫинчен пӗлтерет пулмалла.

Ольга Копанева ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем


Нет комментариев