Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗн Уявӗ çӳллӗ шайра иртрӗ

Аксура июнӗн 29-мӗшӗнче район Уявӗ иртрӗ. Икӗ хутчен – 2019 тата 2021 çулсенче – республика шайӗнче чаплăран та чаплă Уяв ирттернӗскерсен мероприяти ирттерессипе йывăрлăх çук: нумай чăваш пурăнакан районти кашни ялти Культура çуртӗнчех ансамбльсем пур, хăш-пӗр çӗрте темиçе те. Культура ӗçченӗсем кунта çӗр варринче тăратса лартсан та мероприятие хутшăнма хатӗр, хăйсен тивӗçне аван пӗлеççӗ.

Хальхинче те акă Уяв питӗ килӗшӳллӗ иртрӗ, куракансем çăвар карсах пăхса ларчӗç вырăнти артистсем хутшăннипе хатӗрленӗ театрализациленӗ представление. Чăвашăн кулленхи пурнăçне, йăли-йӗркисене, юрри-ташшине курса савăнтăмăр. Ача-пăчаран пуçласа аслă çултисем таранах хутшăнчӗç унта. Кашни хăй хăш самантра мӗн тумаллине пӗлет, питӗ килӗшӳллӗ. Кӗскен каласан – аксусен Уявӗнче чун канать. Ахальтен-им Уява курма кунта чăвашсем кăна мар, тутарсем те, вырăссем те хаваспах çӳреççӗ – çакна кашни çул асăрхатпăр.

Пуçтарăннă халăха саламлама Аксу районӗн пуçлăхӗ К.К.Гилманов, хисеплӗ ентешӗмӗр К.Г.Яковлев, Тӗп çар округӗн инспекторӗ А.П.Молоствов генерал-майор, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Татнефтепром-Зюзеевнефть» АО генеральнăй директорӗ Ш.Г.Ягудин, ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи С.Н.Чаркина сцена çине тухрӗç. Кашниех ăшă сăмахсем каласа саламларӗ, ырлăх-сывлăх сунчӗ, Аксу халăхӗ пултаруллă, ӗçчен, тараватлă пулнине палăртрӗ. Тата, паллах, пурин те пӗр шухăш-ӗмӗт – ятарлă çар операцийӗ вӗçленсе хăвăртрах мирлӗ пурнăç пуçлантăрччӗ, çӗршыва хӳтӗлекен тăванăмăрсем, ентешсем ырă-сывă киле таврăнччăр. Сăмах май, ятарлă çар операцийӗнче отпуска килнӗ салтаксем те пурччӗ Уявра.

Ентешсене пулăшас тӗлӗшпе те Аксу районӗнче питӗ пысăк ӗç туса пыраççӗ. Волонтерсем Уяв площадкинче йышлăччӗ: вӗсем хăйсем мӗнле ӗç туса пыни пирки тӗплӗн каласа пачӗç, маскировка сетки çахас тӗлӗшпе мастер-класс та ирттерчӗç. Çавăн пекех гуманитари пулăшăвне тин кăна Донбаса леçсе таврăннă арçын-волонтерсен ушкăнӗ те тулли йышпах пынăччӗ Уява. Вӗсен пархатарлă ӗçӗ пирки аван пӗлнӗрен «ак кама медаль памалла» тесе пӗрре мар калаçнă хамăр хушăра. Ак, чăн та, Аксу волонтерӗсене, СВОри ентешсене пулăшас тӗлӗшпе пысăк тӳпе кӗртекенсене – Анатолий Скворцова, Флен Зайнуллина, Нияз Зиангирова, Александр Убейкина, Рамзия Паймулкинăна, Алексей Кондратьева, Виталий Маркина, Руслан Валеева, Александр Груздева, Ильнар Ибрагимова «Волонтеру России» медальпе, Константин Николаева, Мансур Сыраева, Федор Николаева тата Артем Николаева вара «Участнику гуманитарной помощи» медальпе чысларӗç. Чăнах та тивӗçлӗ, чунтан савăнтăмăр вӗсемшӗн.

Çавăн пекех культурăра ырми-канми тăрăшакансем те награда илме тивӗçрӗç. Вӗсен йышӗнче Тамара Андреева (Беловка), Ирина Ишаева (Кивӗ Киремет), Сергей Крайнов (Сӗнчел), Марзиня Хафизова (Щербень), Валентина Мадюкова (Çӗнӗ Тимушкел), Татьяна Артамонова (Кивӗ Ӳсел), Елена Краснова (Савгачево), Гузель Хафизова (Аксу), Майя Макарова (Аксу), Андрей Семенов, Вера Уканеева (Кӗçӗн Сӗнчел) пулчӗç. Харпăр предприниматель Александр Майоров, Кивӗ Саврăш шкулӗн вӗрентекенӗ Ирина Васикова тата Кивӗ Ӳселӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗ Алина Мудрова ТР ЧНКА Хисеп хутне илме тивӗçрӗç.

Чыслав вӗçленсен артистсемпе пӗрле пурте карталанса Уяв юрри юрларӗç. Районти праçник кăна пулсан та, картана тăнă çынсен шучӗ пӗрре те сахал марччӗ – ача-пăча та, ваттисем те юрласа çаврăнчӗç.

Малалла тӗп сцена çинче Аксу Уявне ятарласа килнӗ Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн концерчӗ пычӗ пулсан, хисеплӗ хăнасем районти ял хутлăхӗсем ятарласа хатӗрленӗ кил хуçалăхӗсене, вырăнти учрежденисен ӗçне-хӗлне сăнлакан площадкăсене курса çаврăнчӗç. Кашниех тăрăшса хатӗрленнӗ – хăйӗн ăсталăхне, пултарулăхне туллин кăтартать, хăнасен ыйтăвӗсем çине хаваспах хуравлать. Саврăшпуçӗнчи ятлă купăсçă Эдуард Ильин пур çӗре те ӗлкӗрсе хаваслă кӗвӗ шăрантарать, такмак каласа хăнасене ташлаттарать.

Çапла хаваслă иртрӗ кăçал Аксури Уяв.

Сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Уяв 2024