Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел шкулӗ çумӗнчи çуллахи лагерьте байкерсемпе интереслӗ тӗлпулу иртрӗ
Иртнӗ эрнере Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел вăтам шкулӗ çумӗнче ӗçлекен «Солнышко» çуллахи ача-пăча лагерьне Çырчалли хулинчен FreeRiders мотосообществăн байкерӗсем килсе курчӗç. Вӗсен чаплă мотоциклӗсене курсан ачасен куçӗсем çуталсах кайрӗç. Аслисем те çул çинче кун пеккине курсан çаврăнса пăхмасăр чăтаймаççӗ те, кунта вара 7 – 11 çулхи ачасем.

Çак тӗлпулăва вара хамăр район çыннисем – Кивӗ Тимушкелӗнчен çуралнă Максим Суслопаров тата Савгачевăра ӳснӗ Андрей Алексеев хăйсен мăшăрӗсемпе тата юлташӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ.

Байкерсем ачасене хăйсен мотоциклӗсем пирки, вӗсемпе мӗнлерех усă курмалли çинчен каласа пачӗç. Экипировка мотоциклистсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине пусăм тусах каларӗç. Çул çинче хăрушсăрлăх правилисене çирӗп пăхăнмаллине те ялан асра тытма сӗнчӗç.

Байкерсем каласа панине çăвар карса итлекен ачасем мотоциклсене тытса, хыпашласах пăхрӗç. Ку кăна-и – мотоциклсем çине ларса сăн ӳкерӗнчӗç.

Чи хăюллисем вара опытлă райдерсем пăхса тăнипе çак техникăна тăрăлтаттарса та илчӗç. Байкерсем кашни ачана пылак кучченеç парса хавхалантарчӗç.

Асăннă пӗрлӗхӗн пайташӗсем мотоциклпа çӳреме юратнисӗр пуçне тата ыркăмăллăх ӗçӗнчен те юлмаççӗ. Вӗсем усрав çемьесенче ӳсекен, сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем валли тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ, республикăри ача çурчӗсемпе приютсене ятарласа çӳреççӗ. Кашнинче çула тухас умӗн вӗсем спонсорсем тупаççӗ, ача-пăча учрежденийӗсенче воспитани илекен ачасем валли пылак кучченеç, тумтир, атă-пушмак, тетте, кӗнекесем, канцеляри таварӗсем туянаççӗ.

Çак ырă ӗç тăвакансен хушшинче пирӗн ентешсем те пурри питӗ савăнтарать. Хăйсем кун пек акцисенче парне пани чи пӗлтерӗшли мар, ачасемпе хутшăнни, чунтан калаçни, вӗсем савăннине курни хаклăрах теççӗ.

Ку тӗлпулу кăмăла каякан аппалану ырă ӗçсем тумашкăн хавхалантарма пултарнине уççăн çирӗплетсе пачӗ. Байкерсем ачасен ыйтăвӗсем çине хаваспах хуравларӗç, хăйсемпе пулса иртнӗ интереслӗ историсем каласа пачӗç, ачасене ырă ӗçсем тума хавхалантарчӗç.

– Хисеплӗ Максим Олегович, Андрей Викторович! Сире тата сирӗн çемйӗрсене кунта килме вăхăт тупнăшăн, пирӗн ачасем валли интереслӗ мероприяти ирттернӗшӗн чӗререн тав тăватпăр. Сирӗн тапса тăракан вăй-халăр, профессионализмăр, кашни ачапа пӗр чӗлхе тупма пӗлни çак тӗлпулăва чăннипех асра юлмалла тума пулăшрӗç. Ачасем çӗнӗ пӗлӳ илнисӗр пуçне еплерех савăнчӗç! Сире ӗçӗрсем ăнсах пыччăр, хавхалану килсех тăтăр. Сире малашне те хапăл тусах кӗтетпӗр хамăр патра! – тесе тав турӗç лагерьте ӗçлекенсем хаклă хăнасене тав туса.
Татьяна БУЛЬБОВА.
Аксу районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев