Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу Шупашкар районӗпе туслăх кӗперӗ хывать

Аксу районӗнчи Саврăш, Енрусьел, Саврăшпуç ялӗсене Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуç артисчӗсем килнӗ.

Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Роза Николаевна Чентаева, вырăнти хăйтытăмлăх депутачӗ Валерий Осипович Семенов, ТР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Наталия Сергеевна Леонтьева йыхравланипе Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуçӗнчи «Пӗртăвансем» (илемлӗх ертӳçи Дмитрий Ефремов композитор), «Ентеш» (илемлӗх ертӳçи Николай Краснов сăвăç) ансамбльсем мартăн 22 тата 23-мӗшӗсенче Саврăш, Чăваш Енрусьел тата Саврăшпуç ялӗсене концертпа килчӗç. Сцена çине хăнасем кăна мар, вырăнти пултарулăх ушкăнӗсем те тухса юрларӗç. Вырăнти халăх пурне те питӗ ăшшăн йышăнса тăвăллăн алă çупрӗ.

Чăваш Енри эстрада ушкăнӗсем  концерт йӗркелӳçисене, уйрăмах  Аксу район çыннине Николай Никонович Семенов композитора, чӗререн тав тăватпăр. Сăмах май, Николай Никонович хăй те концертсенче куракан кăна пулмарӗ, сцена çине тухса юррисене юрларӗ.  Дмитрий ЕФРЕМОВ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура