Икӗ савăнăç юнашар
Аксура çӗнӗ пӳрт мешехи пӗр чăваш ялӗнчен тепӗр чăваш ялне куçнă.
Аксу районӗ çӗнӗ эрнене харăсах икӗ савăнăçран пуçланине хыпарлать район сайчӗ. Тӗлӗнмелле пулин те, çӗнӗ пӳрт мешехи кунта пӗр чăваш ялӗнчен тепӗр чăваш ялне куçнă. Çапла вара кунта паян Чăваш Енрусьелӗнче çӗнӗ Культура çуртне, Саврăшпуçӗнче ял кантурӗн çуртне уçнă. Ялти çӗнӗ объектсем уçăлни вырăнти халăхшăн пысăк савăнăç. Калăпăр, çӗнӗ клуба енрусьелсем тахçанах кӗтнӗ. Халӗ вăхăта савăнăçлă та усăллă ирттерме май пур вӗсен, шел, çамрăкӗсем кăна ялта питех юласшăн мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев