Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксусем Емелькинӑпа Ҫӗмӗртлӗ волонтерӗсене Тав хучӗпе чысланӑ

Аксу районӗнче волонтерсем кашни ялта тенӗ пекех питӗ хастар ӗҫлеҫҫӗ. Салтаксене пулӑшакансем Аксури волонтерсен ушкӑнӗпе тачӑ ҫыхӑнура.

Акӑ Ҫӗнӗ ҫул умӗн райцентрти волонтерсен Анатолий Скворцов ертсе пыракан ушкӑнӗ Емелькинӑпа Ҫӗмӗртлӗри  маскировка сетки ҫыхакан хастар хӗрарӑмсем патне хӑнана килнӗ. Паллах, пушӑ алӑпа мар - пӗрле ҫӗнӗ сеткӑсем ҫыхма пусма тата сеть илсе килнӗ.
Хуҫасем аксусене питӗ тарават кӗтсе илнӗ - Хӗл Мучипе Юрпике хӑнасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ, пӗчӗк парнесем парса савӑнтарнӑ.


”Тутлӑ апат-ҫимӗҫпе йӑтӑнса ларакан сӗтел хушшине чӗнчӗҫ пире. Мӗн кӑна хатӗрлемен  емелькинсемпе ҫӗмӗртлӗсем - хуплӑвӗ те, кукӑль-пӳремечӗ те, тӑварланӑ-маринадланӑ пахча ҫимӗҫӗ те, тӗтӗмленӗ аш-какайӗ те, техӗмлӗ чей те... " - каласа параҫҫӗ Аксу волонтерӗсем.


Пархатарлӑ ӗҫ тӑвакансен - ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшакансен - калаҫмалли тема яланах пур. Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса  пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ волонтерсем, малашнехи плансене сӳтсе явнӑ.
Аксу волонтерӗсен ертӳҫи Анатолий Скворцов Емелькинӑри Культура ҫуртӗнче маскировка сетки ҫыхакан хӗрарӑмсене ҫар чаҫӗн командованийӗн Тав хутне парса чысланӑ, асӑнмалӑх кашнине футболкӑсем парнеленӗ.


Каласа хӑвармалла: ҫак ушкӑнра чи асли - Ольга Тимофеевна  Шуркина. Вӑл 79 ҫулта пулсан та кашни кун сетка ҫыхма ҫӳрет. Пултарнӑ таран пулӑшма тӑрӑшать. Инсульт хыҫҫӑн алли ҫӗкленменнипе ӑна футболка тӑхӑнма йывӑр, ҫавӑнпа Ольга Тимофеевнӑна аксусем ӑшӑ кофта парнеленӗ.
Юлашкинчен волонтерсем пурте пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ.


"Емелькинӑран питӗ хавхаланса, тулли кӑмӑлпа таврӑнтӑмӑр. Ҫакӑн пек тӗлпулусем кирлӗ, вӗсем чун-чӗрене савӑнӑҫ парнелеҫҫӗ, тата та тӑрӑшарах ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ", - тесе каласа пачӗҫ Аксу волонтерӗсем.

Сӑнӳкерчӗксем Аксу волонтерӗсен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев