Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗ ирттерекен «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗн авторитечӗ пысăк пулнăран унта хутшăнас текенсем йышлă

Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗ çулсерен акă «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцине ирттерет. Кăçал Аслă Вӗрентекенӗмӗр çуралнăранпа 175 çул çитнине уявланине шута илсе хăйсен ӗçне вӗсем самай анлăлатнă, секцисен шутне ӳстерсе чăваш чӗлхипе кăна мар, ытти предметсемпе – естествăлла наука предмечӗсемпе секцисем уçнă, педагогика тӗпчевӗсемпе вара вӗрентекенсен хушшинче хăйне уйрăм секци йӗркеленӗ.

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă мероприятисем ку вăхăтра чăвашсем йышлă пурăнакан кашни регионтах иртеççӗ. Тутарстанра, Ульяновск облаçӗнче, Чăваш Республикинче, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенче наукăпа практика конференцийӗсем, концертсемпе митингсем тата ытти мероприятисем çӳллӗ шайра иртеççӗ. 

Иван Яковлевич хăйӗн пӗтӗм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларса  пӗтӗм енлӗ аталантарассине, тӗрлӗ халăхсем валли шкулсем уçассине халалланине кура мероприятисем те ытларах вӗрентӳ енӗпе йӗркеленчӗç. 

Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗ çулсерен акă «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцине ирттерет. Кăçал Аслă Вӗрентекенӗмӗр çуралнăранпа 175 çул çитнине уявланине шута илсе хăйсен ӗçне вӗсем самай анлăлатнă, секцисен шутне ӳстерсе чăваш чӗлхипе кăна мар, ытти предметсемпе – естествăлла наука предмечӗсемпе секцисем уçнă, педагогика тӗпчевӗсемпе вара вӗрентекенсен хушшинче хăйне уйрăм секци йӗркеленӗ. 

Кăçал Хусантан каякансем виççӗн пултăмăр: ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, Раççей Чăвашсен федераллă автономийӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев, ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Артем Носков тата эпӗ – «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ.

Пире Анат Камăри 34№ гимназин директорӗ, Анат Кама районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Галина Анатольевна Ляхова кӗтсе илчӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, конференцие ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, Анат Кама муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн Вӗрентӳ управленийӗ пулăшнипе йӗркеленӗ. Çавăн пекех çуллен наукăпа практика ӗçне йӗркелеме анаткамăсене И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ хутшăнать. Мероприятин тӗллевӗ – наукăлла тӗпчевсем тума шкул ачисен творчествăлла интересне ӳстересси. 

Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗ ирттерекен «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗн авторитечӗ пысăк пулнăран унта хутшăнас текенсем йышлă, çавăнпа вăл икӗ тапхăртан тăрать. Пӗрремӗш тапхăрне Анат Кама хулипе Тутарстанри Агрыз, Аксу, Элмет, Нурлат районӗсемпе Елабуга, Çырчалли хулисенчен, Чăваш Енри Вăрмар, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен пурӗ 202 çын хутшăннă. Куçăн тапхăра вара 125 ӗçе суйласа илнӗ. Хутшăнакансене тӗпчевӗсене шута илсе 5 секцие пайларӗç.  

Секцисен ӗçӗ пуçланиччен конференцин торжествăлла пайӗ пулчӗ. Ăна чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Леонтьева ертсе пычӗ. Вӗрентекенсем вӗрсе каламалли музыка инструменчӗсемпе чăваш кӗввисене каларӗç тата юрларӗç, ташларӗç. Кӗçӗн классенче вӗренекенсем Иван Яковлевăн калавӗсем тăрăх пӗчӗк инсценировкăсем лартрӗç. Концерта вӗсем пур енчен те лайăх хатӗрленнӗ, кăтартнă номерсен шайӗ те декорацисемпе костюмсем те пахаччӗ. Питӗ кăмăллă пулчӗ ачасен пултарулăхӗпе паллашма, тӳрех курăнать – ячӗшӗн кăна хатӗрленмен. 

Пуçтарăннисене саламлакансен шутӗнче Анат Кама районӗн Ӗçтăвкомӗн Вӗрентӳ управленийӗн методисчӗ Резеда Исмагилова, Константин Малышев пулчӗç. Константин Анатольевич  вӗрентекенсемпе вӗренекенсене ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин ятӗнчен саламласа конференцие хутшăнакансене ăнăçу сунчӗ, чăваш чӗлхин кирлӗлӗхӗ пирки каларӗ. Унтан гимнази директорне чăваш чӗлхине вӗрентессипе пысăк ӗçсем туса пынăшăн ЧНКА Хисеп хучӗпе наградăларӗ. Эпӗ хам енчен ачасене кӗнекесем парнелерӗм, вӗсенчен пӗри Лев Пантелеймонович Кураковăн «Эпоха разума, гуманизма и чести. Письма сыну» кӗнеки. Вăл Галина Анатольевнăшăн пысăк парне пулчӗ, мӗншӗн тесен Лев Куракова вăл çын каласа панипе мар, хăй аван пӗлнӗ, темиçе те курса калаçнă. 

Малалла вӗренекенсем секцисем çине пайланса палăртнă классенче пуçтарăнчӗç. Константин Малышев чӗлхе пӗлӗвӗн секцийӗн жюри йышӗнче ӗçлерӗ, эпир – Резеда Исмагилова, Татьяна Леонтьева, Рузиля Ханнанова (МГЭУ Анат Камăри филиалӗн вӗрентӳпе методика ӗçӗн директор пулăшуçи) вӗрентекенсен секцине хутшăнакансен ӗçӗсене хакларăмăр. Кунта тăван чӗлхе урокӗсене вӗрентекенсем пуçтарăннă. Пурӗ 16 заявка килнӗ, анчах тӗрлӗ сăлтава пула нумайăшӗ килеймен, пӗтӗмпе 9 тӗпчев ӗçӗпе паллашрăмăр. Çавсен шутӗнче чăваш, вырăс, тутар чӗлхисене вӗрентекенсем пулчӗç. Кашнин ӗçӗ питӗ интереслӗ, çӗнни нумай. Чăваш чӗлхине вӗрентекенсен хушшинче Светлана Козлова, Ирина  Третьякова призерсен, Ангелина Козлова лауреатсен шутне кӗчӗç. Пурне те пысăк çитӗнӳ тунă ятпа саламлатпăр. 

Секцисенче хутшăнакансен шучӗ тӗрлӗрен пулнипе пӗтӗмлетӳсене уйрăммăн туса çӗнтерӳçӗсене те секци шайӗнче дипломсемпе наградăларӗç. Çак кун пӗтӗмпе 5 çӗнтерӳçе, 15 призера тата 20 лауреата палăртса чысларӗç. 

34№ гимназин педагогӗсемпе ӗçченӗсем пурне те çăкăр-тăварпа тарават кӗтсе илсе çавăн пекех ăшшăн ăсатса ячӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева