Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камăри Халăхсен пултарулăхӗн çуртӗнче чăваш культурипе пурнăçӗн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» фестивалӗ иртрӗ

Унта ТР Халăсен Ассамблеин ӗç тăвакан комитечӗн ертӳçи Константин Яковлев, Ассамбейăн Анат Камăри филиалӗн ертӳçи, вырăнти Халăхсен Туслăхӗн çурчӗн директорӗ Васил Хафизов, Анат Кама мэрӗн çумӗ Марина Камелина, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, вырăнти наципе культура автономийӗсен председателӗсем тата ытти хисеплӗ хăнасем хутшăнчӗç.

Уяв пуçланиччен малтан хăнасем Тутарстан Республикинчи пӗртен пӗр чăваш гимназинче – 34 номерлӗ гимнази-интернатра пулса курчӗç. Тахçантанпах кӗтнӗ юсав ӗçӗсене унта кăçал туса ирттернӗ. Тӗпрен çӗнетнӗ хыççăн шкул çуртне паллама çук. Гимнази директорӗ, вăлах Анат Камăри Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Галина Ляхова хăнасен делегацине вӗрентӳ заведенине кăтартса çаврăнчӗ.  Константин Яковлев чăваш гимназине гимнази библиотекине 200 ытла кӗнеке парнелерӗ. Çӗнетнӗ шкула, паллах, ачасем те, вӗрентекенсем те кăмăлпах çӳреççӗ. Хальхи вăхăтра унта 209 ача пӗлӳ илет, вӗсене 24 педагогран тăракан вӗрентекенсен коллективӗ ăс парать. Кунта пурте чăвашсем вӗренмеççӗ. Çапах та вӗрентӳпе воспитани процесне чăваш чӗлхипе культурин никӗсӗнче йӗркелени питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ.

Ачасене тăван культура никӗсӗнче çитӗнтермелли пирки Халăхсен пултарулăхӗн çуртӗнче иртнӗ фестивальте сцена çине тухакансем те нумай каларӗç.

Гимнази ачисем фестивальте хăйсен пултарулăхне тӗрлӗ жанрпа кăтартрӗç: чăвашла, вырăсла, тутарла юрă, ташăсем, инструментсемпе каласси. Вӗсене вырăнти коллективсемсӗр пуçне Элмет районӗнчи Патраклăран тата Нурлат районӗнчи Киклӗпуçӗнчен килнӗ «Çеçпӗл» ятлă ансамбльсем хăйсен юрри-ташшипе пулăшрӗç. Туй йăлисене кăтартнă патраклăсем анаткамăсен асӗнче нумайлăха юлӗç тесе шутлатпăр.

ТР Халăхсен Ассамблеин Тав çырăвӗсене илме «Шăнкăрав» халăх фольклор ансамблӗ, «Тамаша» халăх театрӗ, 34 № гимнази-интернатăн коллективӗ тивӗçрӗç. ТР ЧНКА Канашӗн Председатлӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев Анат Камăри чăваш центрне йышпа пухăнса чей ӗçме электросамовар-термос парнелерӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев