Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий Малышев – Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ!

Нурлат хулинче нумай пулмасть иртнӗ Тутарстанри чӑваш çыравçисен съездӗнче уйрăмах палăрнă çыравçăсене Петӗр Хусанкай ячӗллӗ премипе наградăларӗç. Кăçал çак чыса Хусанта пурăнакан Евгений Турханпа пирӗн ентешӗмӗр Анатолий Малышев çыравçă тивӗçрӗç.

 

Нурлат хулинче нумай пулмасть иртнӗ Тутарстанри чӑваш çыравçисен съездӗнче уйрăмах палăрнă çыравçăсене Петӗр Хусанкай ячӗллӗ премипе наградăларӗç. Кăçал çак чыса Хусанта пурăнакан Евгений Турханпа пирӗн ентешӗмӗр Анатолий Малышев çыравçă тивӗçрӗç. 

Анатолий Меркурьевич хăй Нурлата пыраймарӗ, çавăнпа та унăн премийӗпе Дипломне пиртен, Пăва районӗнчи çыравçăсен делегацийӗнчен, парса ячӗç. Нурлатран таврăнсан темиçе кунранах  эпир парнене Анатолий Меркурьевич патне çитерсе патăмăр, паллă çыравçа чысларӑмӑр.

Анатолий Малышев Пӑва тӑрӑхӗнче йӗркеленнӗ чӑваш çыравçисен «Тӑхӑрьял» ушкăнне вунă çул ертсе пырать ӗнтӗ. Кашни çул «Тӑхӑрьял» ятлӑ альманах кӑларса тӑрать. Кӑçал 20-мӗш номер кун çути курчӗ. Унта чӑвашла сӑвӑсемсӗр пуçне вырӑсла, тутарла сӑвӑсем те кӗнӗ. Альманаха кӑларма Анатолий Меркурьевича хӗрӗ Елена Хлынова пулӑшать. 

Кашни çулах июнӗн 6-мӗшӗнче Пӳркел ялӗнчи Иван Юркин музей-çурчӗн территорийӗнче Поэзи уявӗ йӗркелеççӗ вӗсем. Анатолий Меркурьевичăн мӑшӑрӗ Нина Андреевна тулăх сӗтел хатӗрлесе хăналатчӗ пире... Хӗрӗ Лена та амăшӗ пекех ăста, хӑй ӗçлекен библиотекӑра алӑ ӗç тума, чӑваш апачӗ хатӗрлеме вӗрентекен кружок ертсе пырать. Кӑçал та  июнӗн 6-мӗшӗнче Пӳркелӗнче сӑвӑçсене пуçтарас кӑмӑлӗ пур: «Турӑ пулӑшсан, атте сывлӑхпа çӳресен, çӳлти патшалӑхран анне пулӑшса, вӗрентсе тӑрсан, ирттересчӗ-ха Поэзи уявне», – тет Елена Анатольевна. 

Анна НИКОНОРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство