Анатолий Музыкантова юбилей каҫӗнче орденпа чысларӗҫ
Туслӑха тытма пӗлет Музыкантов. Паллӑ балетмейстера саламлама Тутарстанран ентешӗсем, Пушкӑртстанран, Марий Элтан килнӗччӗ.
Халӑх Анатолий Музыкантова юратать. Вӑл сцена ҫине тухсан зал ура ҫине тӑрсах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса маэстрона тав турӗ. Самай вӑхӑт ҫапла кӗрлесе тӑчӗ Трактор тӑвакансен концерт залӗ.
Ҫакӑнта иртрӗ ӗнер Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культура ӗҫченӗн, паллӑ балетмейстерӑн, педагогӑн, "Сувар" тата "Суварята" чӑваш халӑх тата чӑваш ташшин ача-пӑча ташӑ ансамблӗсен йӗркелӳҫин Анатолий Музыкантовӑн 75-ҫуллӑхне халалланӑ творчествӑлла концерт.
Юбилей мероприятине шупашкарсем кӑна мар ытти регионсенчен те килнӗччӗ. Пушкӑртстанри Стерлитамакран, Марий Элти Йошкар-Оларан, Тутарстанри Элметрен Музыкантовӑн ӗҫтеш-тусӗсем килсе ҫитнӗ. Паллах ӗнтӗ маэстрон тӑван ҫӗрӗнчен - Ҫӗпрел районӗнчен. Людмила Сердцева ертсе пыракан "Хӗлхем" чӑваш халӑх ансамблӗ сцена ҫине тухсах ентешне саламларӗ, юрӗ парнелерӗ.
- Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр, мӑнаҫланатпӑр. Тутарстанран ҫакӑнта килсе никамран хӑраса тӑмасӑр ӗҫлерӗр, чӑваш культурине чи ҫӳллӗ шая ҫӗклерӗр, - терӗ Людмила Сердцева.
Паллах професилле пурнӑҫӗ балетмейстерӑн Чӑваш Республикипе тачӑ ҫыхӑннӑ, ҫакӑнта вӑл ҫемье ҫавӑрса тӗпленнӗ, ӗҫри тус-юлташне тупнӑ, ташӑ искусствинче ҫирӗп те паллӑ вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑнпа юбилей концерчӗнче Чӑваш Енри ансамбльсем йышлӑ пулнинчен тӗлӗнмелли ҫук. "Эревет" кӗвӗ инструменчӗсен халӑх ансамблӗ, Раҫҫейӗпе паллӑ "Уяв" чӑваш халӑх ансамблӗ тата ытти ушкӑнсем илем кӳчӗҫ концерта.
Туслӑха тытса пыма пӗлет Анатолий Николаевич. Юбиляр ҫак кун парне йшӑннисӗр пуҫне хӑй ытларах парне турӗ. Ҫак ҫулсем тӑршшӗпе творчествӑлла пурнӑҫра хӑйпе ҫумлӑн пулнисене пурне те чечек ҫыххисем парнелерӗ, ентешӗсене те пӗрне те манса хӑвармарӗ, вӗсем йышлӑ шутпа килсен те кашнине чечек тухрӗ.
Творчествӑлла каҫӑн тӗп саманчӗ Анатолий Музыкантова Чӑваш Республики умӗнчи тивӗҫсемшӗн орденпа наградӑлани пулчӗ. Пысӑк наградӑна ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев йышӑнӑвӗпе пама пулнӑ. Ку тивӗҫе ЧР культура, нацисен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова пурнӑҫларӗ. Вӑлах ЧР Пуҫлӑхӗн саламне ҫитерчӗ.
-Анатолий Николаевич, пысӑк тав сире ӗҫӗршӗн. Эсир хӑвӑр пурнӑҫа, телее ташӑра тупнӑ. Тавах сире ҫак телее пире те парнеленӗшӗн, - терӗ министр хӑй енчен.
Анатолий Музыкантова саламлакансем йышлӑн пулчӗҫ. Концерт умӗн фойере ятарласа камера лартнӑччӗ. Кӑмӑл пуррисем кашни саламлама, парне тума пултарчӗ ҫак площадкӑра.
Эпир те Тутарстанри чӑвашсенчен ырӑ салам ҫитертӗмӗр. Пирӗн ушкӑнра ҫак йӗркесен авторӗ, ТР ЧНКА Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев, Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина пулчӗҫ.
Концерта юбилярӑн ҫемйи - мӑшӑрӗ Валентина Ивановнапа хӗрӗ Ирина хутшӑннине те палӑртса хӑварас килет. Вӗсем иккӗшӗ те пултаруллӑ та талантлӑ артисткӑсем. Валентина Музыкантова ӗҫ пурнӑҫне театрта ирттернӗ, концертра вӑл салтак амӑшӗн хӳхлевлӗ сӑввине вуласа куракан чӗрине хускатрӗ.
Ирина Музыкантова вырӑсла, чӑвашла юрӑ юрласа парне турӗ ашшӗне.
Творчествӑлла концерт Анатолий Музыкантов ертсе пыракан "Сувар" тата "Суварята" ансамбльсем пӗрле сцена ҫине тухса вӗрентекенне тав тунипе вӗҫленчӗ.
Пархатарлӑ куракансем вара маэстрона мӗнле кӗтсе илнӗ ҫаплах ӑсатрӗ - ура ҫине тӑрсах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев