Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий Музыкантовăн коронавирусран сыхланмалли мелӗ

Коронавирус ан ертӗр тесен чăваш ташшине ташламалла, чăваш апатне çимелле...

РФ тата ЧАССР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, РФ Культура министерствин «Душа России» конкурс лауреачӗ, пирӗн ентеш (Çӗпрел районӗнчи Турхан Упи ялӗнче çуралнă) 1978 çултанпа сцена çинче (ачаранах ташланине шута илсен, нумайрах та). Ташă ăсти куракана хăйӗн вăрттăнлăхӗпе октябрӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тăвакансен керменӗнче иртнӗ юбилейлă концертра шӳтлесе паллаштарчӗ: «Вăрттăнлăх çук кунта, коронавирус ан ертӗр тесен чăваш ташшине ташламалла, чăваш апатне çимелле...»,– терӗ. «Сувар» халăх ташшин  ансамблӗ йӗркеленнӗренпе – 40, «Суварята» ача-пăча ташă ансамбльне 25 çул çитнине халалланă юбилейлă концерта халăх ниме пăхмасăр йышлăн пуçтарăннăччӗ.

Те коронавирус ересрен хăраса, те урăх сăлтавпа тӳре-шарасенчен ЧР культура министрӗн çумӗ Татьяна Казаковасăр пуçне никам та килменччӗ.  Тимлӗхшӗн нихăçан та çунман «Суварпа», «Суварята» ансамбльсене кăмăла хуçаймарӗ ку, мӗншӗн тесен чи хаклă çыннисем: А. Музыкантов ертсе пыракан ташă ушкăнӗсен пултарулăхне хисеплекенсем, ансамльте ташлакан ача-пăчан ашшӗ-амăшӗсем залраччӗ. «Сувар» хаçат ӗçченӗсем эпир те хамăрăн ентеше çакăн пек пысăк уявпа саламламасăр юлас темерӗмӗр. Анатолий Николаевич каланă тăрăх, çуркуннене палăртнă юбилейлă концерта пандемие пула 4 хутчен куçарма тивнӗ. Апла пулин те сцена çинчи, залри атмосфера çав тери ăшăччӗ. Уяв концертне ертсе пыракана та шыраман вӗсем, ăна Анатолий Николаевичăн мăшăрӗ, чăваш халăх артистки Валенитина Ивановна Музыкантова питӗ илемлӗ ертсе пычӗ.

Артистсен кашни хусканăвне, хитре тумне куçа илмесӗр сăнаса, савăнса лартăмăр. Аслисем те, ачасем те чăваш ташшине кăна мар, тутар, вырăс, ытти халăх ташшисене яланхи пекех питӗ ăста ташларӗç, калăн, репетицие çӳремен çур çул пулман та. Ку ӗнтӗ вăл пире, ахаль куракана, çапла, анчах ансамбль ертӳçине мар. Анатолий Николаевич сцена хыçӗнче кашни номере, артистсен кашни хусканăвне ăста куçӗпе пăхса хакларӗ, пăшăрханчӗ. Артист репетицисӗр сцена çине тухни, спортсмен хăнăхусăр старта тухнипе танах. Çавах та питӗ лайăх, çемьери пек кăмăллă лару-тăрура иртрӗ юбилей концерчӗ. 

ЧАССР 100 çулне халалланă юбилей медальне çӗршывӗпе паллă балетмейстера регион Правительствин пӳлӗмӗнче мар, сцена çинче, çитменнине юбилейлă концертра пани, ман шутпа, чаплăрах та. Анатолий Николаевичăн чăваш культуринче тунă ӗçӗ çав тери пысăк. Ансамблӗсене пӗрне те патшалăх ансамблӗ статус паман пулсан та, халăх юратать, кӗтет, хисеплет. Хальхи вăхăтра «Сувара» аслисем вăтамран 26, «Суварятăна» 50 ытла ача çӳрет. Тӳлевсӗр. Шел, халăх ташши питех илӗртмест çынсене. Апла пулсан та Анатолий Музыкантов патне килекенсем сахалăн мар ав, унăн ӗçне тăсса хăйсем ташă ушкăнӗ йӗркелекенсем те пур. Вӗсем те пурччӗ юбилей концертӗнче, паллă ансамбльсене саламласа «Уяв», «Эревет» ансамбльсем, юрăçсем юрларӗç-ташларӗç. Коронавируса пула нумай пулмасть пурнăçран уйрăлнă хисеплӗ тусне, Комсомольски районӗнчи  Урмай ялӗн «Мишар» фольклорпа эстрада ансамблӗн етӳçине Фанис Садртдинова та асăнмасăр хăвармарӗç. Тутарстан чăвашӗпе Чăваш Ен тутарӗн ансамблӗсен туслăхӗ мӗн тери çирӗппине кăтартрӗ çакă.

Анатолий Николаевич хăшӗ-пӗрин пек кашни кӗтесре  «чăвашлăха упрар» тесе кăшкăрашса çӳреме юратмасть. Унăн ку енӗпе хăйӗн шухăшӗ: кашни хăй вырăнӗнче тăрăшса ӗçлесен пӗр кăшкăрмасăрах чăвашлăх упранать.  Ӗмӗчӗсем ентешӗмӗрӗн яланхи пекех пысăк, чăваш ташшин хӗлхемне май пур таран нумайрах ачара çутатма ӗмӗтленет вăл. «Тепрер 10 çул кăна ӗçлесчӗ»,– терӗ вăл хальхинче те.Чăваш ташшине ун пек юратакан балетмейстер тата пур-ши пирӗн хушăра? Эпир хисеплӗ ентешӗмӗре Анатолий Николаевич Музыкантова çирӗп сывлăх, пархатарлă ӗçӗнче иксӗлми вăй-хал сунатпăр. «Сувар» тата «Суварята» ансамбльсене вара куракана тата хитре ташăсемпе савăнтарма ăнăçу сунатпăр. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество