«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен хăтлавӗ Теччӗ районӗнчи Çармăсра иртрӗ
Ноябрӗн 24-мӗшӗнче, «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекин хăтлавӗ Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче иртрӗ. Мероприятие çак ялта ирттерме ахальтен суйласа илмен – ку ялта СВО паттăрӗ – Раççей Геройӗ Михаил Марцев çуралса ӳснӗ.
Йӗркелӳçӗсене, паллах, чи малтан халăх пуçтарăнни кирлӗ. Кашнинче шухăшлатăн – килӗç-ши çынсем презентацие? Анчах, телее, пăшăрхану хальхинче те кăлăхах пулчӗ. Хăтлав пуçланиччен çур сехет маларах Çармăс ялӗн Культура çуртӗнче çынсем пит нумай марччӗ пулсан, 11 сехет тӗлне 150 çын вырнаçса лармалли залра пӗр пушă вырăн та юлмарӗ. Хушма пукансем те илсе килме тиврӗ пире пулăшакансен. 3 сехете тăсăлнă мероприятие ура çинчех тăрса пăхакансем те пулчӗç. Зала Çармăс ял халăхӗ, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, юнармеецсем, районти чăваш ялӗсенче ӗçлекен библиотекарьсем, Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем, СВО ветеранӗсем, волонтерсем, кӗнекере çырса кăтартнă паттăрсен тăванӗсем, район администрацийӗн представителӗсем пухăнчӗç.
Хăтлав иртнинчи пекех кӗнекене кӗнӗ салтаксемпе офицерсен, волонтерсен сăнӳкерчӗкӗсенчен тунă видеослайдран пуçланчӗ. Пухăннисем ăна хальхинче те тимлӗн пăхрӗç.Урăхла май çук, мӗншӗн тесен экран çинче палланă, тăван сăнсем.
Мероприятие «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова ертсе пычӗ. Вăл ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах «Сувар» хаçат унта хутшăнакан салтаксемпе вӗсене пулăшакан волонтерсем çинчен çырни пирки каларӗ. Çак вăрçă пынă вăхăтра суя информаци çыракан та нумай. Çавна шута илсе, вулакансем патне историллӗ тӗрӗслӗхе çитерес тӗллевпе кӗнеке кăларма шутланă та суварçăсем.
Ирина Кузьмина кӗнекене кӗнӗ хайлавсене еплерех çырни пирки каласа пачӗ. Кашни очерк чӗри витӗр тухнă авторăн, кашни паттăр тăван пек çывăх пулнине пӗлтерчӗ.
Пухăннисене Теччӗ район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Евгений Гаврилович Курков саламларӗ, çак паха кӗнекене кун çути кăтартакансене – суварçăсене – чӗререн тав турӗ. «Теччӗ районӗнчен паян СВОна 400 ытла çын хутшăнать. Çапăçу хирӗнчисем пирӗншӗн пурте паттăрсем. Эпӗ хам пулман унта, вăт пирӗн пуçлăх Рамис Хатыпович 100 ытла хутчен СВО зонине кайса килчӗ ӗнтӗ. Теччӗ халăхӗ салтаксене 1 миллиард та 250 миллион тенкӗлӗх пулăшнă. Район пуçлăхӗ питӗ нумай пулăшать хӳтӗлевçӗсене. 2022 çулхи март уйăхӗнчех Теччӗ районӗ пӗрремӗшсен шутӗнче пулăшу машинисем хатӗрлесе ăсатрӗ. Паян кун та теччӗсем хастар пулăшаççӗ салтаксене. Теччӗ районӗ пысăк мар. Паян кунта 20 пин çын пурăнать. СВОра Раççей Геройӗ ятне илнисем Тутарстан Республикинче 22-ӗн пулсан, çав шутран 3-шӗ – Теччӗ районӗнчен. Ку пысăк кăтарту. Акă паян эпир пурте Çармăс ялне пухăнтăмăр. Çак ял та Раççей Геройне Михаил Марцева çуратнă. Акă паян çак залра та ятарлă çар операцине хутшăннисене куратпăр. Вӗсене пурте ура çине тăрсах тав тăвар-ха», – терӗ Евгений Гаврилович. Залрисем хăйсен хушшинче ларакан СВО ветеранӗсене тăвăллăн алă çупса тав турӗç.
Евгений Гаврилович суварçăсене кирлӗ кӗнеке кăларнăшăн чӗререн тав турӗ. «Калемпе çырнине пуртăпа та чутласа хуратаймăн. Çак ӗç малалла та тăсăлтăрччӗ. Пирӗн çынсен историйӗсем пулас ăрусем валли те çырăнса, упранса юлччăр», – терӗ вăл.
Тутарстан Республикинчи «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Теччӗ районӗнчи филиалӗн социаллă координаторӗ Радик Шамсутдинов та хăйӗн сăмахне кӗнеке авторне Ирина Кузьминана тав тунинчен пуçларӗ. «Ирина Николаевнăпа эпир тахçанах паллашнă, вăл Аслă Ăнăра çуралса ӳснӗ, СВОра пуç хунă пирӗн ентешӗмӗре Геннадий Командова халалланă мероприятие килнӗччӗ. Эп сире ӗçре малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатăп. Ку питӗ кирлӗ кӗнеке. Истори пулмасан халăх та пулмасть. Паллах, пире хăй вăхăтӗнче Аслă вăрçă ветеранӗсем хăйсен историйӗсене каласа панă пек, СВО ветеранӗсем те ачасене çак вăрçă çинчен каласа парӗç. Çапах та вӗсен асаилӗвӗсене кӗнекере çырни вăл – питӗ хаклă япала», – терӗ Радик Дамирович.
Çавăн пекех кӗнеке хăтлавӗнче тухса калаçакансен шутӗнче ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатольевич Малышев, Теччӗ районӗнчи ЧНКА ертӳçи Володар Аркадьевич Тимофеев, Михаил Марцевăн амăшӗ Зоя Михайловна Марцева, вӗрентекенӗ Ольга Ивановна Макарова, пуç хунă паттăр хӳтӗлевçӗсен – Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ Михаил Афанасьевăн ашшӗпе амăшӗ Григорий Михайловичпа Луиза Владимировна Афанасьевсем, Аслă Ăнăра çуралса ӳснӗ танкистăн Геннадий Командовăн йăмăкӗ Екатерина Геннадьевна Молчаева, Чăваш Чакăлтăмӗнче пурăннă Александр Симаковăн мăшăрӗ Зоя Григорьевна Симакова, Теччӗ районӗн волонтерӗсем, Кляшево ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Фанил Халимович Галимов тата ыттисем пулчӗç.
Мероприятие Хусанти «Ӗмӗт» тата «Аюна» ушкăнсен солистки Анжелика Еремеева, Лайăш районӗнчи Габишево ялӗнчи Культура центрӗн «Весна» дуэчӗ, Теччӗ районӗнчи «Шуçăм» чăваш ансамблӗ хăйсен илемлӗ юррисемпе пуянлатрӗç.
Мероприяти пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулать.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев