Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анне — чи хакли

Чăваш Çӗпрел шкулӗнче аннесене халалласа уяв ирттертӗмӗр

Сывлăхлă, телейлӗ пулăр,
Чун юратнă aннесем!
Яланах хаваслă кулăр, 
Савăнтарăр çынсене.
Анне юратӑвӗнчен лайӑхраххи, пархатарлӑраххи урӑх нимӗн те çук — çав вӑйлӑ туйӑм чӑннипех тулли те вӗçӗмсӗр, вӑл ӑшпиллӗ те юмартлӑ.
Анне кунне халалласа Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗнче 2-мӗш класра вӗренекенсемпе «Анне, аннеçӗм, анне!» уяв ирттертӗмӗр. Уява аннесемпе асаннесем хутшӑнчӗç.

Ачасем пурнăçра кашни çыншăн анне чи хаклă, чи çывăх, чи тăван тата юратнă çын пулнине çирӗплетсе хăварчӗç, «Пӗтӗм ырра, пӗтӗм чуна — аннесене» электронлӑ куравпа паллашрӗç.

Уява пухӑннӑ ачасем анне çинчен сăвă каласа куракансене тыткăна илчӗç, анне пирки çепӗç юрăсем юрларӗç, «Мӗншӗн эпӗ аннене юрататӑп» ӑмӑртура тупӑшрӗç, аннесен чи лайăх енӗсене каласа чечек пуçтарчӗç, ваттисен сăмахӗсене аса илчӗç. Вӗренекенсен илӗртӳллӗ ташшине курсан хăнасем нумайччен тăвăллăн алă çупрӗç.

Мероприяти вӗçленес умӗн ачасем амăшӗсене пӗчӗк парнесем пачӗç.

Наталья ГАВРИЛОВА, 
пуçламăш классен вӗрентекенӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство