Анне пурне те пӗр пек юратать
− Аннушка, тăмалла! Хӗвел тухнă паçăрах, пăтă пиçнӗ тахçанах, тăр! Питне çу, вырăнна пуçтар, − терӗ те анне ура тупанне кăтăкласа хăварчӗ. Тепӗр пӳлӗме йăмăка вăратма кайрӗ.
Мӗншӗн ирхине тăмалла тунă? Кашни ир тăмалла. Тата кăшт выртнипе ним те пулмасть. Тепӗр енне çаврăнса выртрăм. Утиялпа пуç тӳпинченех витӗнтӗм. Ырлăх. Утиял айӗнчен алла та кăларас килмест.
− Анна тетӗп, пăх-ха, çаплах çывăрать. Ыйхă чăпти! Тăр тетӗп. Хыпалан. Сӗтел çинчи пăтту сивӗнсе те кайрӗ пуль, − тепре кӗчӗ анне пӳлӗме.
− Çиес килмест ман, çывăрас килет. Тата пилӗк минут, юрать-и? – тархаслатăп аннене.
− И-и-и! Аçу хăраххи. Çур сехет каяллах вăратма тытăннă. Йăмăку ав, шкула кайма хатӗр!
− Каймастăп паян шкула, − тетӗп хама хам ӗненмесӗр.
− Шкула мар-тăк, ӗçе каймалла эппин.
− Каятăп апла атте патне, − текелесе ура çине тăтăм.
Анне мана пӗрмай аçу хăраххи тет. Мӗшӗлти имӗш. Пур ӗçе те майӗпен тăватăп иккен. Эп чăнах та сăнпа аттене хунă. Анне пек вăр-вар пуласшăн, анчах пулмасть. Тумланатăп майӗпен, çăвăнма манса каятăп. Çăвăнма пуçлатăп – супăнь шывӗ çанă тăрăх юхать. Шăл пасти янаха вараласа пӗтерет…
Апат çиме ларнă çӗре сехет йӗпписем шкула васкамалли çинчен пӗлтерчӗç. Анне урăх чӗнмерӗ. Эпӗ те шарламарăм. Сумкăна йăтрăм та шкулалла уттартăм.
Пăсăк кăмăлпа килнине вӗрентекен тӳрех сисрӗ. Вăл ăшшăн пăхса саламларӗ те урокра анне çинчен хайлав çырасси пирки пӗлтерчӗ.
Юратмасть мана анне. Аттене те юратмасть. Атте кăна мана юратать. Вăл паттăр, нихăçан та вăрçса курман пуль, ялан тутлисем илсе çитерет. Атте килте пулсан йăл кулать те çутă та кирлӗ мар.
Хайлава тепӗр хут вулатăп:
«Ах, аннеçӗм, анне! Эс килен куç умне, çунтаратăн эс ман чӗрене. Эс мана çуратнă, пӗчӗк чух юратнă. Панă ăсна мана хăвăнне. Ман сан пек хитре те вăр-вар пулас килет...» – куççуль тумламӗсем патлатса тетраче йӗпетрӗç.
Каçхине, ӗçсем пӗтсен, анне мана ачашшăн çупăрларӗ те:
− Пӗчӗкскерӗм, аçуна хытă юратнипе сана «аçу хăраххи» тетӗп. Ан кулян, ман пек вăр-вар пулма анне пулмалла, − терӗ те пуç тӳпинчен чуптуса илчӗ.
Юратать! Юратать мана анне! Эп ухмаххи мӗншӗн çакна тавçăрайман? «Çуллахи кунсенче, хӗллехи каçсенче çывăрмасăр тăрăшнă маншăн…», – анне эп сан çинчен юрă çырăп пӗрре, ман пек ăш çунтаракансем татах та пур-тăр. Пӗлччӗр: анне пурне те пӗр пек юратать.
Ирина БОЛЬШАКОВА.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев