Апачĕ тутлă пултăр!
Чăх — апельсин сокĕпе.
Чăх ашӗ çине тăвар, специсем сапмалла, вӗтетнӗ ыхра хушмалла. Тип çу çинче ăшаласа илмелле. Апельсин сокне, кетчупа тата крахмала хутăштармалла та вӗреме кӗртмелле. Форма çине чăх ашӗ, туранă çӗрулмипе панулми хумалла, çиелтен хайхи соуса ямалла. Духовкăна лартса 20–25 минут пӗçермелле.
500 г вакланă чăх ашӗ, 100 мл апельсин сокӗ, 3 шăл ыхра, 1 чей кашăкӗ крахмал, 2 кашăк кетчуп, 1-ер чей кашăкӗ паприка тата хӗрлӗ пăрăç, 4-5 çӗрулми, лимон, 2 панулми, специсем, ăшалама тип çу кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев