Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Апрелӗн 15-мӗшӗнчен Тутарстанра пушар хăрушлăхӗн сезонӗ пуçланать

Вăрман çунас хăрушлăх пур ялсемлӗ районсен ӗçтăвкомӗсен ертӳçисене сезон пуçланиччен профилактика ӗçӗсене туса ирттермелле

Уйрăммăн илсен, ялсен таврашӗпе минерализациленӗ хӳтӗлев йӗрӗсем (10 метр сарлакăш) сухалаттармалла. Вăрман хӗрринчи 10 метр сарлакăш  полосана типӗ курăкран тата выртакан йывăçсенчен тасатмалла.

Çавăн пекех муниципалитетсен ертӳçисене çӳпӗ-çапă, курăк, çулçă, ытти отход çунтармалли вырăнсем тума хушнă, халăха çыхăну мелӗсемпе, пушар çинчен хыпарламалли сасă хатӗрӗсемпе тивӗçтермелле.

Шывлă вырăнсем пушар сӳнтерме юрăхлă пулмалла. Раççей МЧСӗн Тутарстанри Патшалăх Управленине муниципаллă районсенче пушар тухма пултаракан ялсене, ял хуçалăх тӗллевӗллӗ çӗрсене патрульлекен профилактика ушкăнӗсене туса хума явапланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев