Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Ăнă пуçлăхӗ мӗншӗн ӗçе вӗçне çитермен?

Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăри Анатолий Викторович Корсаковпа Валерий Макарович Эккемеев çеç касă илемне пăсакан, çурма çулта пăрахнă ӗç çине малалла лăпкăн пăхайман...

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсен йышӗ, шел те,  çулран çул чакса пырать, нумай ялта вӗсем çук ӗнтӗ халь. Анчах Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă ялӗ ку енчен телейлӗ. Пур-ха кунта ветеран. Вăл – Павел Александрович Воробьев, Свердлов урамӗнче пурăнать. Паллă ӗнтӗ, çулӗсем сахал мар унăн, урам варринчи ишӗлнӗ пусса шыва каясси тепӗр чух çав тери йывăр, уйрăмах хӗл кунӗсенче. Пӗр урамра пурăнакансем çакна курса вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗнчен ветеран валли пусса çӗнӗрен тума ыйтнă. Пуçлăх халăх ыйтнине тивӗçтерме хăтланнă-ха, çӗнӗ пусă чавма техника уйăрнă, «Содружество» тулли мар яваплăхлă обществăн укçипе туяннă бетон ункăсем те панă. Çак урамра пурăнакансем те пусса туса пӗтерме укçа пухнă... Сăваплă ӗç вӗт, мӗнле юлăн кун пек чух хӗрринче.

Анчах та вырăнти ял хутлăхӗн администрацийӗ вара ветеран валли пусă чавса бетон ункă янипех çырлахнă. Кивӗ пусă ишӗлчӗкӗсене пуçтарма та, пусса карта тытма та шутламан. Мӗн тесен те, пусă урам варринче-çке, унта выльăх та çӳрет, ача-пăча та чупать. Хăрушсăрлăха пăхăнса та пулин йӗри-таврашне карта тытмаллах пек те, анчах....Ял хутлăхӗ пуçланă ӗçе мӗншӗн вӗçне çитерменни паллă мар. Кун чухлӗ пулăшни те çитӗ, ветеран ăсӗ-ха шывне мӗнле те пулсан тенӗ-ши?

Çак урамрах пурăнакан Анатолий Викторович Корсаковпа Валерий Макарович Эккемеев çеç касă илемне пăсакан, çурма çулта пăрахнă ӗç çине малалла лăпкăн пăхайман. Никам пулăшăвне кӗтмесӗрех вӗсем хăйсен вăйӗпе пусса хăтлăх кӗртме тытăннă, харпăр транспорчӗпе, инструменчӗпе, материалӗпе... Йӗри-тавра тимӗр карта та тытнă. Пусă таврашне бетон сарма кăна ӗлкӗреймен-ха, хальхи вăхăтра çак ӗçсем пыраççӗ. Апла-и, капла-и, касса çӗнӗ пусă илем кӳрет халь, унран та пӗлтерӗшли, ветерана шыва каясси кăшт та пулин çăмăлланни. Вырăнти çынсем пӗлтернӗ тăрăх, ват çын çӗнӗ пусă шывӗн тутине кăна мар, вӗренпе çыхнă кире пуканӗ ярса тарăнăшне те тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Çапла вара Свердлов урамӗнче пурăнакансем Анатолий Викторовичпа Валерий Макарова ӗçе вӗçне çитерме пулăшнăшăн чӗререн тав тăваççӗ. «Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ те ял пурнăçне хастартарах хутшăнса халăха пулăшсанччӗ тата»,– теççӗ вӗсем вырăнти пуçлăха халăха çывăхрах пулмаллине аса илтерсе. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество