АСĂРХАНĂР, ГРИПП. ПӖЧЧЕН МАР
Сывлăш çулӗпе ӳслӗк чирӗсен вăйӗ январь пуçламăшӗнче чакать
Историе кӗрсе юлакан çулталăка пӗтӗмлетсе «Татар-информ» информаци агентствинче Потребитель прависене хӳтӗлессипе тата çын тăнăçлăхӗн сферине тимлесе тăракан федераллă службăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Л.Г.Авдонина тата ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ, Хусан Сывлăх сыхлав управленийӗн пуçлăхӗ В.В.Жаворонков пулчӗç.
H1N1 грипп çӗршыври регионсене Хӗл Мучирен хăвăртрах çитни çинчен каласа пачӗç журналистсене. Любовь Геннадьевна статистикăна тӗслӗхе илсе кăтартрӗ: иртнӗ эрнере грипп диагноз лартнисем 131 çын пулнă-тăк, тепӗр эрнерех цифра 413 çитнӗ. 2009 çулта эпир ку гриппа тӗл пулнăччӗ те ӗнтӗ, «сысна грипӗ» ятпа лайăх пӗлетпӗр ăна. Ку грипп тӗсӗ сывлăш çулӗсене ытларах сиен тăвать. Тӗнчепе пӗрле эпир те ковид пандемийӗнчен çăлăнса юлма çине тăнă çулсенче – икӗ çул – грипп пире аптратман. Халь çӗнӗрен кӗрешӗве тăма тиврӗ. B грипп та çӳрет, унпа чирлекенсем сахалăн. Грипп вирусӗсемсӗр пуçне ытти вируссем те сахал мар çӳреççӗ (риновирус, пневмовирус тата ытти те). Тӗслӗхрен, çын сунаслать-тӗк, çакăн сăлтавӗ иккӗ: е аллерги, е мӗнле-тӗр вирус «çакланнă». Çавăнпа вируспа кӗрешекен препаратсемпе сипленмелле кун пек чух. Çитменнине тата ковидпа чирлекенсем те çук мар. Вăл 2020 çулхи пекех хаяр мар, анчах йӗрсӗр çухалмасть. Ăсчахсем каланă тăрăх, халь грипп ковидран йывăртарах иртет. Чăннипе çын мӗнпе чирленине ПЦР-тест тата антителасене тӗрӗслени кăтартать. 2020 çултанпа 8 миллион çын ПЦР-тест иртнӗ. Пӗр вăхăтрах грипп та, ковид та сарăлни иммунитета хавшатать, çавăнпах чирлекенсене ытларах тимлӗх уйăрмалла. Çав вăхăтрах сысна грипне ыттисенчен хăрушăрах теме çук.
2023 çулхи январь уйăхӗн пуçламăшӗнче грипп, ОРВИ чирӗсем чакаççӗ тесе шантарчӗç сывлăх сыхлав хӳтӗлевӗнче тăракансем. Çӗнӗ çул уявӗпе саламлама ватăсем патне хăнана кайма сӗнмеççӗ чиновниксем. Мӗншӗн тесен ватăсен иммунитет хавшакрах, грипа йывăртарах чăтса ирттереççӗ. Сунаслакансене, ӳсӗрекенсене ӗçе, вӗренме çӳреме хушмаççӗ. Килте сипленсен чир те çăмăллăнрах иртӗ, ытти çынсене те чир ертмӗç тесе шутлаççӗ вӗсем. Тата, паллах, маска тăхăнмаллине астутарчӗç. Уйрăмах çын йышлă пухăнакан вырăнсенче. Грипп вирусӗ 4 сехет вăйра. Çавăнпа лавккаран, обществăлла транспортран киле кӗрсен чи малтанах алă çумалла тата сăмсана, çăвара чӳхемелле.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев