Асăрханăр – каллех улталаççӗ
Республикăра шулӗксем çынсене çӗнӗ схемăпа улталанине хыпарлать ТР ШӖМӗн пресс-служби. Вӗсен серепине ытларах ват çынсем лекеççӗ иккен. Мӗншӗн тесен ултавçăсем вӗсене социаллă хӳтлӗх сотрудникӗсен ятӗнчен шăнкăравласа хальхинче ÇКХ тӳлевне чакарма, пенси укçине ӳстерме шантараççӗ.
Нумай пулмасть Хусанта пӗр полици уйрăмне 77-ри карчăк пулăшу ыйтса килнӗ. Çак кунсенче ăна такам шăнкăравланă та социаллă хӳтлӗх сотрудникӗ пулнине каланă. Патшалăх ÇКХ услугисемшӗн тӳлеве тата пенси укçине çӗнӗрен шутлать тесе ӗнентернӗ. Кун валли унăн телефон çине СМСпа килнӗ кода кăна каламалла-мӗн. Шăнкăравланă «ырă çынна» шанса карчăк ӗмӗр пухнă 900 пин тенкисӗр тăрса юлнă.
Тепӗр хут аса илтеретпӗр: телефонпа хуть кам шăнкăравласан та мӗн хушнине тӳрех пурнăçличчен малтан информацие тăвансене, банка е вӗсем асăннă ведомствăна хăйне шăнкăравласа е кайса тӗрӗслемелле. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев