Асăрхăр, грант илме васкăр
Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗн грантне илессишӗн пыракан конкурса заявкăсем йышăнма пуçланă
Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗн грантне илессишӗн пыракан конкурса заявкăсем йышăнма пуçланă
2024 çулхи июлӗн 25-мӗшӗнчен сентябрӗн 10-мӗшӗччен 2025 çула Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗн I грант конкурсне заявкăсем йышăнас кампанийӗ пуçланнă. Конкурса культура, искусство, креативлă (творчество) индустри проекчӗсене пӗтӗм Раççейӗн культура хăйевӗрлӗхне упраса анлăлатас тӗллевпе, Раççейри йăлари ăс-хакăлпа этеплӗх хаклавӗсене сарассипе, патриотизмшăн, çӗршыва парăннишӗн, ятарлă çар операцийӗн тӗллевӗсем патне çитессишӗн тăрăшакан культура коллективӗсемпе ӗçченӗсене тӗрев парассишӗн ирттереççӗ.
Паянхи куна фонд 12 грант конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен 8 пин пултарулăх пуçарăвӗ пӗтӗмӗшле 31 миллиард тенкӗ пулăшу илнӗ. 2021— 2025 çулсенче пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 42,5 миллиард тенкӗпе танлашать.
Тӗп конкурссемпе проектсене çак сулăмсемпе йышăнаççӗ: «Нация созидателей», «Великое русское слово», «Я горжусь», «Место силы», «Культурный код», «Молодые лидеры», «История страны: история преодолений и побед. Вехи», «Многонациональный народ», «Мы вместе». 2025 çула заявка пама коммерцилле мар йӗркеленӳсем (патшалăх учрежденийӗсен, патшалăх корпорацийӗсен, патшалăх компанийӗсен, политика партийӗсен хутшăнма ирӗк çук) тата коммерцилле йӗркеленӳсем; уйрăм предпринимательсем, муниципаллă учрежденисемпе предприятисем (казеннăй муниципаллă учрежденисенчен йышăнмаççӗ).
Фонд пулăшу паракан проектсем Раççей Федерацийӗн кашни субъектӗнче пурнăçа кӗреççӗ, вӗсем регионсен, çӗршывăн экономикине тӳпе кӗртеççӗ.
Тӗплӗнрех фондкультурныхинициатив.рф сайтра вуласа пӗлме пулать.
Сăнӳкерчӗкре («Татар-информ» ИА) 2023 çулта Президент грантне çӗнсе илнӗ «Восточный Базар» фестиваль.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев