Ăшăшăн тӳленӗ ытлашши укçана телефонпа тавăрмаççӗ
Тутарстанăн йӗрке хуралӗ ултавçăсен çӗнӗ схеми палăрнипе республика çыннисене, уйрăмах аслă çултисене, асăрхануллă пулма ыйтать.
Элмет çыннисене çурта е хваттере хутса ăшăтнăшăн тӳленӗ ытлашши укçана тавăрса пама шантаракан СМС-çырусем килнӗ иккен. Ярса панă кода каласае граждансен харпăр даннăйӗсене пӗлсе банкри укçине вăрлама хăтланаççӗ, тесе пӗлтертет tatarstan24.tv сайт. Аса илтеретпӗр, управляющий компанисем шывшăн, электроэнергишӗн, ăшăшăн, тата ытти услугăсемшӗн тӳленӗ ытлашши укçана нихăçан та телефон урлă тавăрса памаççӗ. Çӗнӗрен шутланă сумма официаллă квитанцисенче кăна килет.
Телефон çине палламан çынран е палланисенчен килекен хуть мӗнле ссылка çине те тӳрех пусма юрамасть. Информацие малтан çыннине хăйне (палланă çын пулсан кăна) е хăш ведомствăран килнине кура унта шăнкăравласа тӗрӗслемелле. Мӗншӗн тесен кун пек ссылкăсене ултавçăсем шутри укçана вăрлас шутпа телефон çине сиенлӗ программа лартма яраççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев