Аслӑ Аксура ҫурт ҫуннӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Аслӑ Аксура ҫурт ҫуннӑ

Паян ирхине Ҫӗрпел районӗнчи пушар хуралне 101 номерпе Аслӑ Аксу ялӗнче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ. Вӗсем Октябрьски урамӗнчи ҫурт ҫунни ҫинчен пӗлтернӗ.

 Вырӑна ҫитсен пушарнӑйсем ҫулӑм 100 тваткал метр лаптӑка ярса илнине палӑртнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вута  сӳнтерме пултарнӑ. Ҫуртӑн ӗнекен конструкцийӗсене салатнӑ вӑхӑтра 84 ҫулти килхуҫи хӗрарӑмӗн виллине асӑрханӑ.

Хальхи вӑхӑтра специалистсем пушар сӑлтавӗсене тӗпчеҫҫӗ тесе пӗлтерет Раҫҫей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби.


Нет комментариев