Аслă Çӗнтерӳ Кунӗ çывхарнине халалласа
ТР ЧНКА Канашӗн пуçарăвӗпе, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 78 çул çитнине халалласа, майăн 3-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш академи драма театрӗ «Ан пăрахсам мана...» икӗ пайлă драмăллă баллада кăтартрӗ.
Спектакльти ӗç-пуç вăрçă вăхăтӗнче пулса иртни ирӗксӗрех ăна хальхи çăмăл мар саманапа танлаштарттарать. Çавăнпа-ши куракансен куçӗсенче куççульсем курăнкаларӗç. Спектакле курма мобилизациленӗ салтаксен амăшӗсем те килнӗччӗ.
К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрӗ хăйӗн çӳллӗ шайне тепӗр хут çирӗплетрӗ. Постановкăн режиссерӗ Наталья Сергеева тӗрлӗ мелсемпе усă курса пъесăри драматизма вăйлатать. Актерсем юрлаççӗ те, ташлаççӗ те, култараççӗ те, хурлантараççӗ те. Спектаклӗн иккӗмӗш пайӗнче кăтартнă «Юнлă вăрçă ташши» (теес килет ăна) залра ларакансене пурне те пăлхантарчӗ пулӗ. Сцена çинчи тӗссемпе, çутăпа питӗ пӗлсе усă курнăшăн постановкăн художникне Светлана Зверевăна та мухтас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев