Астăвакансем пур чух çын вилӗмсӗр
Çынсем ӗлӗк-авалтан этемӗн икӗ пурнăç пулнине ӗненнӗ: пӗри – çӗр çинчи, тепри – леш тӗнчери. Леш тӗнчене этем çӗр çинчи вырăн – вилтăпри – урлă каять.
2023 çулхи февралӗн 20-мӗшӗнче пиртен пысăк вăй-хаваллă, ӗçчен, палăртнине ялан пурнăçлама тăрăшакан питӗ аван çын Илья Кузьмич Кожеманов уйрăлчӗ. Вăл вăрах вăхăт усал чирпе чирлесе тăнă хыççăн вилсе кайрӗ. Çемйи юлашки самантчен кӗрешрӗ çав чирпе, анчах...
Çапах та çын çинчен астăвакансем пур чух вăл вилӗмсӗр. Эпир Илья Кузьмича нихăçан та манмăпăр, яланах унăн ырă ӗçӗсене астуса тăрăпăр.
Илья Кожеманов Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче 1949 çулхи августăн 7-мӗшӗнче фронтовик çемйинче çуралнă. Ашшӗ, Кузьма Алексеевич (1923 – 1996), Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, Японипе пулнă çапăçусене хутшăннă. Амăшӗ, Зинаида Алексеевна (1924 – 1998), тыл ӗçченӗ – унăн ятне 2018 çулта тухнă «Герои тыла Республики Татарстан. Аксубаевский район» кӗнекене те кӗртнӗ.
Илья 1956 çулта Беловкăри пуçламăш шкула кайнă, вăтам пӗлӳ Кивӗ Тимушкел шкулӗнче илнӗ. Çуллахи каникулта яланах колхоза пулăшма çӳренӗ. Ӗç кӗнекинче çырнă тăрăх, вăл 1964 çулхи апрельтех Аксу районӗнчи «Вперед» колхозăн пайташӗ пулнă.
1966 çулта вăтам шкул пӗтерсен Илья Кожеманов Чистайри юханшыв училищине вӗренме кӗме шутлать. Вăл 1929 çултах ФЗО шкулӗ пек уçăлнă, каярах ремесласен училищи, унтан 5№ профтехучилище пулса тăнă. Юханшыв флочӗ валли мотористсем, рулевойсем, механиксемпе электромеханиксем, штурмансем хатӗрленӗ кунта.
Училищӗре машинист-рулевой специальноçне алла илет Илья. Пӗр вăхăт профессипех ӗçлет. Тӗп специальноçсăр пуçне ытти хăш-пӗр профессисене те вӗренет Беловка каччи. Вăл вăхăтра пирӗн тăрăхра асăннă училищӗне пӗтерекенсем нумай пулнă, анчах та сахалăшӗ хăй шăпине юханшыв флочӗпе çыхăнтарнă.
1969 çулхи июньтен пуçласа 1971 çулхи апрельччен Илья Кожеманов Совет çарӗнче салтакра тăнă, Хабаровскри строительство çарӗсенче хӗсметре пулнă вăл. Аслă кинорадиомеханик специальноçне алла илнӗ, кӗçӗн сержант званипе таврăннă.
Çемьере аслă ача пулнăран ашшӗ-амăшне пулăшмалла пулнă, паллах. Илья салтакран таврăнсан Аксури киносете киномеханик пулса вырнаçать, ӗçрен пушă вăхăтра ашшӗне хуçалăхра пулăшать.
Шкулта та тăрăшса вӗреннӗскер, хăйне лайăх пӗлӳ кирлине ăнланнă çамрăк каччă – 1972 çулта Лайăшри ял хуçалăх техникумне пӗр чăрмавсăрах вӗренме кӗнӗ. Çав çулах кӳршӗ ялти ӗçчен пикепе Нина Ируськинăпа пӗрлешсе çемье çавăрнă. Халӗ ӗнтӗ çамрăк арçынна вӗреннипе пӗрлех çемьешӗн те яваплăх хушăннă.
Ялта ӳссе çитӗннӗ çамрăка техникумри вӗренӳ çăмăл парăннă тесен пӗртте йăнăшмастăп. Ильяна, çемьеллӗскере, вӗренӳре питӗ аван ӗлкӗрсе пыраканскере, ушкăн старостине суйлаççӗ. Кожеманов çак яваплă тивӗçе пӗтӗм кăмăлтан тăрăшса пурнăçлать, пӗрле вӗренекенсене яланах пулăшса пырать.
1974 çулта Лайăшри техникумран «агроном-организатор» квалификаципе вӗренсе тухать вăл. Дипломлă специалиста тăван колхозра комплекслă бригадăна ертсе пыма шанаççӗ. Çамрăк çемьере пӗрин хыççăн тепри тăватă хӗр, пӗр ывăл çуралаççӗ. Кожемановсен туслă çемйи хăтлă çӗнӗ çурт хăпартса лартать. Вӗсен çуртне пирӗн таврара пурте пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен çулла вăл чечек ăшӗнче ларать, виноградăн тӗрлӗ сорчӗсем те ăнса çитӗнеççӗ вӗсен.
Кожемановсен çемйин архивӗпе паллашнă май тӗрлӗ удостоверенисемпе аттестатсем нумаййине асăрхарăм. Илья Кузьмичăн мӗнле кăна специальность çук иккен, вӗсене алла илме мӗн чухлӗ вăхăт янă вăл. Ӗçе ăнăçлă йӗркелеме пӗлнисӗр пуçне Илья Кузьмич анлă профильлӗ механизатор та пулнă, утарçă ӗçӗ те уншăн ют пулман – çамрăк чух колхозра утарçăн пулăшаканӗнче те тăрăшнă. Килӗнче те ку ӗç çине сахал мар вăхăт уйăрнă. Нумай çул киномеханикре вăй хунă. Каярах колхозра –ревизи комиссине, суйлавсенче суйлав комиссине ертсе пынă. Ялсенче газ кӗртме тытăнсан ку ӗçе те вӗреннӗ Илья Кузьмич, районта килсене сенкер çулăмпа тивӗçтерме хастар хутшăннă.
Вăл сăмаха тытакан çынччӗ, хăйӗн интересӗсене нихçан та халăхăннинчен çӳле хуман. Çакна эпӗ ялта мероприятисем йӗркелесе ирттернӗ чухне те, унпа тӳреммӗн хутшăннă чухне те пӗрре мар курса ӗненнӗ. Асли пулнă май, ялан канашпа пулăшатчӗ, пӗрре те хирӗçлемен. В.Г.Уламасов хыççăн, 2010 çултан пуçласа, ял масарӗ çинче тирпей тытса тăрас ӗçе йӗркелесе пычӗ.
Илья Кузьмич мăшăрӗпе Нина Владимировнăпа нумай çул килӗштерсе пурăнчӗç. 2023 çулхи январь уйăхӗнче Кожемановсем ылтăн туй паллă тумаллаччӗ. Илья Кузьмичăн чирне пула ку сумлă уява çемйипе, çывăх çыннисемпе кăна палăртрӗç.
Нина Владимировна – ăслă, тăрăшуллă, пурне те пулăшма тăрăшакан анне, асанне, кукамай тата мăн кукамай. Илья Кузьмичпа иккӗшӗ тăватă хӗрпе пӗр ывăл çуратса ӳстернӗ вӗсем. Пур ачи те вӗреннӗ, хăйсем суйласа илнӗ ӗçре ăнăçлă ӗçлеççӗ, çемьеллӗ, ашшӗпе амăшне мăнуксем парнеленӗ.
Анчах та, шел пулин те, çыннăн ӗмӗрӗ вӗçсӗр мар çав... Хăçан та пулсан эпир пурте çак çӗр çинчен каятпăр. Илья Кузьмич Кожеманов хăй хыççăн тивӗçлӗ ăру, ырă астăвăм хăварнă – çакă чи кирли те.
Сергей УЛАНОВ.
Аксу районӗ,
Беловка.
Кожемановсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев