Аттесене саламлама ан манăр!
Çӗнӗ хыпарсем

Аттесене саламлама ан манăр!

Паян, октябрӗн 15-мӗшӗнче, Раççейре Атте кунне паллӑ тӑваççĕ.

Раççей Президенчӗ Владимир Путин 2021 çулта алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн уява октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче паллă тума йышăннă.

Ӗмӗрсем хушши пирӗн çӗршывра арçын хӑйӗн çемйине хӳтӗлекен, тӑрантаракан, ачисемшӗн вӗрентекен тата тӗслӗх пулнӑ. Аттесенчен тĕслĕх илсе эпир ӗçченлӗхе, çывӑх çынсемшӗн тӑрӑшма, çавӑн пекех хамӑр ӗçсемшӗн яваплӑ пулма, вӑйсӑррине сыхлама, пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тума вӗренетпĕр. Шӑпах атте пирĕншĕн хӑюлӑхпа пархатарлӑх тӗслӗхӗ шутланать.

Аттесене пурне те уяв ячӗпе саламлатпăр, пурнăçра пӗтӗм ыррине сунатпăр!

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

 


День отца

Нет комментариев