Кăçал çулла Санкт-Петербург хулинче Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Çакăн пирки ӗнер Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев тӳрӗ эфир вăхăтӗнче каланă.

Нева юханшывӗ çинче ларакан хулара пурăнакансене чăваш культурипе паллаштаракан анлă программа кӗтет. Унта концертсем те, театрализациленӗ представленисем те пулӗç, чăваш халăхӗн йăли-йӗркине те туллин кăтартӗç, ӳнерçӗсен куравӗ те, халăх ташшине ташлама, ал ӗç тума вӗрентекен тӗрлӗ мастер-классем те пулӗç, чăваш халăхӗн апат-çимӗçӗпе те паллаштарӗç.
Олег Алексеевич каланă тăрăх, нумай пулмасть ЧР Правительствин Председателӗ Сергей Геннадьевич Артамонов ертсе пыракан делегаци çӗршывăмăрăн çурçӗр тӗп хулин представителӗсемпе асăннă мероприятие ирттересси пирки тӗплӗн сӳтсе явнă.
Чăваш Енӗн Пуçлăхӗ каланă тăрăх, Чăваш культурин кунӗсене Санкт-Петербургра август вӗçӗнче ирттерме палăртнă.
Сăнӳкерчӗк ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин сайтӗнчен.
Нет комментариев