Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Августа Уляндинăпа «Ӗмӗт» ансамбль Кремль çывăхӗнче юрлӗç

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанта «Наци тумӗн кунӗ» республика уявӗ иртет. Çав кунах шӗкӗр хулара саккăрмӗш хут «Мозаика культур» этноконфесси фестивалӗ пулӗ.

Ку уяв Кремль çывăхӗнчи çыран хӗрринче (Кремлевская набереная) 14:00 сехетре пуçланӗ. Хăнасене яланхи пекех халăх промыслисен куравӗсем, этномаркет, Тутарстан Республикинчи йăлари конфессисен лаптăкӗсем тата фудмаркет кӗтсе илӗç.

Концерт программинче ТР Халăхсен Ассамблеин тата Туслăх Çурчӗн коллективӗсем хутшăнӗç, уйрăмах Хусанти чăваш çамрăкӗсен «Ӗмӗт» ансамбльне палăртса килет. Çавăн пекех кӳршӗ регионсенчен чӗннӗ юрăпа ташă ушкăнӗсем: Августа Улянăина (Чăваш Ен), «АйКай» патшалăх ансамблӗ (Удмурти), «Чоным Почын Мурена» проект (Марий Эл), «Волга-фолк Бэнд» ушкăн (Самар облаçӗ). Фестивале Фирăус Тямаев тата унăн ушкăнӗ вӗçлӗ.

Халăхсен культурисен уявӗ 22:00 сехетчен пырӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев