Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Авиашоуна килӗр, хутшăнăр

Августăн 2-мӗшӗнче Тутарстанӑн тӗп хулинчи «Казань» Çемье центрӗ умӗнче «Эпӗ тӳпене суйлатӑп» авиаци уявӗ иртӗ.

Мероприятие авиацие халӑх хушшинче сарас, çамрӑксене авиаотрасле явӑçтарас, инженерипе техника специальноçӗсен сумне ӳстерес тӗллевпе ирттереççӗ.

Хула çыннисемпе Хусан хăнисем валли анлă культурăпа кану программи хатӗрленӗ: ача-пӑча зонинче вӑйӑ выляттарӗç, вырӑнти артистсен концертне итеме пулать, тӗрлӗ мастер-классене хутшăнма чӗнеççӗ. Паллах, çак кун, ТР авиаци промышленноçӗнче палӑрнӑ ӗçченсене наградӑлаççӗ. «Профориентаци аллейинче» ӗç шыракансене, вӗренсе професси илме шут тытнисене отрасльти предприятисемпе вӗренӳ заведенийӗсем кӗтсе илӗç, хăйсен предприятийӗ çинчен каласа парӗç, профессипе паллаштарӗç.

Уява тӳлевсӗрех кӗме пулать. 15:00 сехетре пуçланать.

Мероприятие Тутарстан Республикин Промышленноçпа суту-илӳ министерстви йӗркелет.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: авиационный праздник