Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Авточупу паттăрсене асра тытма тата çамрăксене патриот пулма пулăшать

Çӗпрел районӗнче Афган вăрçин ветеранӗсем çулсерен ирттерекен авточупу ырă йăла пулса тăчӗ. Кăçал мероприятие совет çарӗсен юлашки чаçӗсене Афганистанран кăларнăранпа 36 çул çитнине халалларӗç, ăна Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов ертсе пынипе Афган вăрçине хутшăнакансем йӗркелерӗç. Авточупу февралӗн 15-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче тата Афган вăрçи вăхăтӗнче пуç хунисене халалласа лартнă палăк умӗнче пуçланчӗ.

Çак вăхăтра Çӗнӗ Йӗлмелӗнче те юлашки хатӗрленӳсем пычӗç. Кунта Афганистанри пулăмсемпе çыхăннă вăрçă çулӗсен юррисем янăраççӗ. Культура çурчӗ умӗнче пӗр енче юнармеецсем тăрса тухнă, вӗсене хирӗç шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял çыннисем. Пурте Раççейӗн тата Тутарстанăн ялавӗсемпе илемлетнӗ автомашинăсен колоннине чăтăмсăррăн кӗтеççӗ.

Хăнасене çӗршывăн тата республикăн гимнӗсен кӗввипе кӗтсе илнӗ хыççăн Афган вăрçин ветеранӗ Петр Мулеев митинг уçăлни çинчен пӗлтерчӗ. Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков паллă кун ячӗпе саламланă май Афганистанра тата ытти хӗрӳ вырăнсенче çапăçнă ентешӗсем çинчен кӗскен каласа пачӗ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем çӗнтерӳпе, çухатусемсӗр тата сывă таврăнасса шанни çинчен пӗлтерчӗ. Ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков та пухăннисене уяв ячӗпе саламларӗ, Афганистанри вăрçа манманни, çапăçусене хутшăнакансене хисеплени тата тав туса асра тытни питӗ кирлине палăртрӗ, çавăн пекех вăл сӗннипе пухăннисем вăрçăра пуç хунă салтаксене пӗр минут хушши шăп тăрса асăнчӗç. Ял тăрăхӗнчен çак вăрçăра Тăван çӗршыв умӗнче хăйсен тивӗçне пурнăçласа виçӗ каччă вилнӗ. Николай Пришельцев, Геннадий Чамин тата Максуд Гафуров ячӗсене Мухтав обелискӗ çумӗнчи мемориал çине ӗмӗрлӗхех çырса хăварнă.

Унтан Виктор Петуховпа Николай Быков афганец-салтаксене асăнса мемориал умне кăшăлпа чечексем хучӗç. Асăннă мероприятие пуç хунă ентешсен тăванӗсем те хутшăнчӗç.

Виктор Петухов ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли темиçе хут та гуманитари пулăшăвӗ лӗçнӗ май, çар подразденийӗсен командованийӗ ятӗнчен шкул директорне Владимир Мискина тата Дмитрий Солунский храмӗн пачăшкине Владимир аттене Тав çырăвӗ пачӗ. Виктор Петухов вӗсене гуманитари пулăшăвне пухассине йӗркеленӗшӗн, ял çыннисене ку ӗçе пысăк тӳпе хывнăшăн чӗререн тав турӗ.

Владимир Мискин Афганистанран совет çарӗсене кăларнă кун ячӗпе саламласа СВОри салтаксене вăй çитнӗ таран малашне те пулăшма хатӗрри çинчен пӗлтерчӗ.

Мероприяти Мухтав обелискӗ умӗнче асăнмалăх пӗрлехи сăнӳкерчӗк тунипе вӗçленчӗ. Çакăн пек мероприятисем тӗрлӗ ăру çыннисене – салтаксемпе ветерансене тата çамрăк ăрăва пӗрлештереççӗ, Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен тата совет салтакӗсен паттăрлăхне асра тытма вӗрентеççӗ.

Авточупу çитӗнекен ăрăва ӗлӗкхине асра тытма пулăшакан тата çамрăксене патриот пулма вӗрентекен мероприятисенчен пӗри пулса тăчӗ.

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Йӗлмел.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: патриотизм 2025 ГодЗащитникаОтечества Афганистан