Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Байкал çывăхланчӗ

Раççейӗн ытти регионӗсене кайса курас текенсем валли те ырă хыпар пур: «Казань» аэропортран Иркутска тӳрӗ авиарейс уçăлнă. Байкал курма ӗмӗтленекенсен ӗмӗчӗ пурнăçланать апла.

хӗллехи каникулта Тутарстана канма килекенсен шучӗ самай ӳсет. Паяна хăна çурчӗсем 95 процент таран тулнă. Статистика кăтартăвӗсемпе 10 кунра туристсен шучӗ 180 пине яхăн пулать. «Тутарстансем валли те хамăр республикăра интереслӗ вырăнсем пур. Халӗ кемпингсем, глэмпингсем анлă сарăлса пыраççӗ. Вӗсем Ешӗлвар, Лайăш районӗсенче пур. Кемпингсем вăрманта, яллă вырăнсенче вырнаçнă. Унта апат-çимӗç вырăнти фермерсен хуçалăхӗсенчен. Уçă сывлăшра Çӗнӗ çул кӗтсе илме, каникула пулă тытса, шашлык ăшаласа, ярăнса ирттерме май пур. Килти чӗрчунпа йышăнакан кемпингсем те йышланса пыраççӗ», – терӗ туризм комитечӗн ертӳçи. 

Ун сăмахӗпе, Арскри Кыш Бабай резиденцийӗ те хăнасене йышăнма хатӗр, Çӗнӗ çул программи анлă. Тутарстанра канăва интереслӗ те усăллă ирттермелли вырăнсем пайтах. Культура учрежденийӗсемсӗр пуçне кану базисем пур, Свияжскра, Элмет хули çывăхӗнче ту йӗлтӗрӗпе ярăнассипе комплекссем ӗçлеççӗ. Хусан варринче вырнаçнă «Туган Авылым» комплексра вара туристсемпе хăнасем театрализациленӗ фольклор шоуне пăхса тутар, «Свияжск» хула-утравра вырăс культурисемпе паллашма пултараççӗ. Раççейӗн ытти регионӗсене кайса курас текенсем валли те ырă хыпар пур: «Казань» аэропортран Иркутска тӳрӗ авиарейс уçăлнă. Байкал курма ӗмӗтленекенсен ӗмӗчӗ пурнăçланать апла. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество