Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Балу. Комбат. Истори малалла тăсăлать

Кам-ха вăл тăван килтен пин-пин çухрăмран çапла ăшă-ăшă салам ярса фронтпа тыла пӗрлештерекен, ачасенче патриотизм туйăмӗ вăратакан салтак?

Ятарлă çар операцийӗнчи Балу позывнойлă салтак пуçарнипе Аксу районӗн ачисем фронтри йытă çури валли хавхаланса ят шырани, вӗсем сӗннӗ вун-вун ятран Комбат çӗнтерни пирки хамăр хаçатăн иртнӗ номерӗнче çырнă хыççăн йыт çурин историйӗпе, Балу салтакпа çывăхрах паллашас килчӗ. Аксу районӗнчи çывăх туссем, «Помощь своим, Аксубаево» ушкăнăн волонтерӗсем пулăшнипе Балупа хăйӗнпе çыхăнма май пулчӗ. «Йăлтах хуравлатăп, анчах паянах мар, çӗрле задачăна каймалла, ыран каç таврăнсан»,– терӗ вăл. Тӗрӗс те, хăй сăмахне тытрӗ, маларах ярса панă ыйтусем çине тепӗр каçах хуравларӗ. Заданиренех. Çанталăка пула маларах палăртнă пек çав кун таврăнма май килмен иккен. «Сувар» хаçата салтак заданиренех интервью пани хальччен пулманччӗ-ха. Йытă çуриллӗ сăнӳкерчӗкре балаклава айӗнчен ăшă-ăшă куçпа пăхакан Балу Аксу тăрăхӗн кашни çынни лайăх пӗлекен ăста атăçă Роман Вячеславович Шауфус иккенни чăнах та кӗтменлӗх пулчӗ.

 

– Роман, позывной интереслӗ сан, Балу тесенех тӳрех «Маугли» мультфильм куç умне тухать. Хăвах суйларăн-и е пулăшакансем пулчӗç?

– Батарейăри атьсем пачӗç. Хул-çурăмпа патвар, кăшт йăраланчăкрах (неуклюжий), ырă кăмăллă, кӳрентерсен сăлтавне пӗтеричченех усаллăн хӳтӗленме пултаратăп (кулать).

– Ачасем ят хунă Комбат йытă çури пирки тӗплӗнрех каласа пар-ха, ăнсăртран лекнӗ чӗрчун пек кăна курăнмасть вăл. Мӗншӗн ачасене ят хуртарма шутларăн?

– Комбатăн историйӗ чăнах та хăйне евӗрлӗ. Пӗлтӗр çӗнӗ дислокаци вырăнне çитсен пирӗн пата пӗр çăмламас пысăк йытă килсе ерчӗ. Полкан ят патăмăр. Ирхине çурисемпе çитсе тăрса шалт тӗлӗнтерчӗ. Вăт сана Полкан. Шел, йытă та, çурисем те вилчӗç. Пӗр çури кăна сывă юлайрӗ. Çыхланчӗ те ялан ман çумра, задание кайсан йынăшса кӗтет. Çав тери чее хăй тата. Шельма ят патăм. Кăçал июнь уйă­хӗн пуçламăшӗнче çăвăрларӗ те пӗр çурине Аксăва мăшăр валли парса ярас терӗм. Ятне ачасемпе пӗрле суйлама шутларăм, интереслӗ пулать вӗсемшӗн ку. Тӗп услови: унта ачасем кăна хутшăнмалла, ячӗ СВОпа çыхăнмалла. Суйласа илнӗ чи лайăх виçӗ ятран сасăлавра çӗнтернӗ ятăн хуçине кăна парне памаллаччӗ малтан. Подразделени финала тухнă виçӗ ачана та парне парса хавхалантарма йышăнчӗ. Хам вара салтак килӗштернӗ приза тăрăшулăхпа яваплăхшăн Степан Максимова парас терӗм. (Мӗншӗн ятарлă приз иккӗмӗш класа куçнă Степана (вăл ятпа пӗрле сăнӳкерчӗксем те туса янă) панин сăлтавне Романăн хресна хӗрӗпе Ксения Ивановăпа калаçнă хыççăн паллă пулчӗ. Балу хăй те аван ӳкерет иккен. Ксюшă­на шкулта вӗреннӗ чухне ӳкерчӗксем туса конкурссене хутшăнма самай пулăшнă. «Эп ун патне ялан кăранташ-фломастер йăтса чупаттăм», – терӗ кун пирки Ксения. Апла ӳнерçӗ ӳнерçе ăнланнă. – Авт).

– Комбат ăçта вара халӗ, Аксăва çитрӗ-и?

– Çук-ха, Комбат хампа пӗрле. Çав тери ăслă вăл, йăлăнтараканни мар. Аксу волонтерӗсем килсен парса ярасшăн-ха. Арăм кӗтет.

– Аксу волонтерӗсемпе мӗн çыхăнтарать?

– Елена Кузьминана, Александр Убейкина тата Ильшат Минсафина 29 çула яхăн пӗлетӗп. Çав тери туслă та лайăх атьсем вӗсем. Мӗн ыйтсан та пулăшма тăрăшаççӗ.

– Хăвăнпа паллаштар-ха, ăçтан эс? 

– 1976 çулхи ноябрӗн 24-мӗ­шӗн­че Пӗкӗлмере çуралнă эпӗ. Атте Вячеслав Борисович Шауфус азербайджан çынни. Асатте Борис Иванович нимӗç йăхӗнчен пулнă пирӗн, асанне Кенуль Исрафиловна азербайджанка. 1975 çулта атте çывăх тусне юлташа тесе пӗрле унăн савнийӗ патне общежитие килнӗ те юнашар пӳлӗмри тутар хӗрӗпе, ман аннепе Минсарияпа, паллашнă. Унтан эпӗ çуралнă. 20 кунра чухнех самолетпа Азербайджана илсе кайнă мана. 1979 çулта каялла Тутарстана таврăннă эпир. Эпӗ 14-ра чухне аттепе анне уйрăлсан аттепе юлтăм, ун чух Анат Камăра пурăнаттăмăр. Атте ӗмӗрӗпех атăçăра ӗçлерӗ. Шел, 2020 çулта ковид­ран вилчӗ. 15-рех хамăн та атă-пушмак юсакан ларек пулнă ман. Атăçăсем эпир. 

– Камăн юнӗ кăна чупмасть сирте, мăсăльман пуль апла?

– Атте мана: «Ӳссе çитетӗн те тӗн патне хăвах çитетӗн», – тетчӗ. 25-ре чухне хам тӗллӗнех чиркӗве кайса православи тӗнне йышăнтăм. Хӗресе ятарласа Раи­фа мăнастирне кайсах светить тутарса килтӗм. 

– Аксăва мӗнле лекрӗр?

– 1996 çулта çывăх юлташ патне хăнана килсен пулас мăшăра Иринăна тӗл пултăм. Çав вăхăтранпа пӗрле эпир. Хамăрăн ачасем çук пирӗн – Турă памарӗ. Хресна хӗре, тăвансен ачисене хамăрăнни пекех пăхрăмăр. Хресна хӗр Ксения пирӗн пат­рах ӳсрӗ тесен те юрать. («Хресна атте ман атте вырăнӗнчех, атте вилнӗ хыççăн тӗрев вăл маншăн. Эпӗ ăна хама астума тытăннăранпах пӗлетӗп. Шкултан таврăннă чух киле мар, вӗсем патне васкаттăм. Хресна аттен тума пӗлмен, пултарайман ӗçӗ çук. Мӗнле тутлă пӗçерет тата», – терӗ Ксения ăшшăн ун пирки. – Авт). Аксура атă-пушмак юсакан мастерской уçрăм. Çынсем халӗ те астăваççӗ-ха мана, атă-пушмака лайăх юсаттăн теççӗ. Пурăна-киле техникăна юратни çемье ӗçне çӗнтерчӗ. Мӗнпур категорипе водителе вӗренсе тухрăм та Инçет Хӗвелтухăçне, Казахстана, Узбекистана инçе рейссене çӳреме тытăнтăм. 

– Роман, СВОна хăв ирӗкӗпе кайрăн-и, мӗншӗн?

– Хам ирӗкпе. Мӗншӗн? Шалти тӗнче пуль вăл ман ку. Ăшă кăмăллă (сентиментальный) çын эпӗ, анчах чикӗсӗр мар. Хам çинчен мансах ыттисене пулăшма хатӗр. Яланах тӗрӗслӗхшӗн кӗрешетӗп, айванраххине е иккӗн-виççӗн пӗр çынна кӳрентернине курсан çапăçăва кӗме пултарнă ялан. СВО пуçлансан çав тери пăшăрхантăм, хыпарсене сăнаса тăраттăм. Пӗррехинче рейса кайсан Узбекистанра Украина водителӗсемпе çапăçса кайрăмăр. Белоруссем лару-тăрăва çемçетме пулăшрӗç. Каялла Раççее таврăнсан тата тепӗр фурăпа пырса тăрăнтăмăр. Казахстан водителӗн айăпӗпе пулчӗ ку. Сывă юлаймарӗ хăй. Çакăн хыççăн: «Мӗнле йӗр, сăмах хăварăп хам хыççăн», – тесе шухăшлама тытăнтăм. Малтан арăм тытса тăчӗ-ха. Эпир вӗт 29 çул пӗрле. Пӗр-пӗринсӗр йывăр пире. 

 – СВОна каяссине çывăх çынсем мӗнле йышăнчӗç?

– Мăшăр хытă пăшăрханчӗ. Эпӗ мӗн шухăшланине тăвакан çын пулнине пӗлет вăл. Тунсăхлать халь, маншăн хăрать. Çапах таврăнасса шанать. Мӗншӗн тесен çынни эп çавнашкал: каларăн-тăк – пурнăçла!

–СВОна илесси мӗнле иртрӗ, контракта çăмăллăнах алă пус­рăн-и?

– Лăпкăн. Республика çар комиссариатне шăнкăравласа хам мӗн-мӗн тума пӗлнине, çарта пулманнине ăнлантартăм. Укçа-тенкӗ йывăрлăхӗ пулман ман. Эп кунти чухлех ӗçлесе илнӗ малтан та. Хваттер, çӗнӗ машина пур, кашни çул Крыма канма çӳренӗ... Икӗ эрнерен ман профессипе вырăн тупăнчӗ. Çапла личнăй делона илсе хам тӗллӗнех Тоцкине (Оренбург облаçӗ) кайрăм. Артиллери полкӗнче артиллери тягачӗн (эвакуаци тата 152 мм «Гиацинт» орудийӗн) тата МОГ (мобильная огневая группа) водителӗ эпӗ халь.

– Хатӗрленӳ ăçта иртрӗ, пӗрремӗш çапăçу мӗнпе асра юлчӗ? 

– Хатӗрленӳ питех пулмарӗ те, карап çинчен тӳрех бала лекнӗ тейӗпӗр. Эпӗ çапăçусене тӳрремӗнех хутшăнмастăп. Ман задача – позицисене васкаса боекомплектпа продуктăсем çитермелле. Тӗп хăрушлăх маншăн –пилотсăр ударниксем. Вӗсемпе пӗрремӗш тӗлпулу çӗрле, комбата позицие илсе кайнă чухне пулчӗ. Çитменнине боекомплектсем тиенӗ «Уралпа» пӗрле пымаллаччӗ. Пӗрремӗшӗ ман хыçах ӳкрӗ – лекмерӗ, унтан ума, каллех лекмерӗ. Сехрем хăпрӗ тесе каламастăп. Вăйлă шаплатни, çап-çутă çуталса кайни кăна кăшт çӳçентерчӗ. Малалла вара адреналина пула кăмăл хӗрсе кайрӗ. Ума лартнă задачăсене яваплăн пурнăçлама тăрăшатăп эпӗ. 

– Ятарлă çар операцийӗн зонинче салтакшăн чи кирли мӗн?

– Пӗлместӗп. Ман шутпа, хуть ăçта та çын пулса юлмалла. Хам эпӗ ултава, тӗрӗсмарлăха, икӗпитлӗхе тата сӗмсӗрлӗхе чăтма пултараймастăп. Кунта пуçа çухатмасăр вӗри чӗреллӗ пулмалла, унсăрăн салтак пӗтет. Мӗн пулса иртнинче хăйнеевӗрлӗхсем нумай. Паллă, пурте ывăнса çитнӗ, кам-тăр чăтаймасăр хуçăлать те. Çапах пуçăнтăмăр-тăк, вӗçне çитермелле. Ума лартнă тӗллев­сене пурнăçламалла. Мӗншӗн тесен пулас ăрусем мӗнле пурăнасси пиртен килет халь. Истори каллах таврăнать. Асаттесен паттăрлăхне асра тытса тумаллах пирӗн ку ӗçе.

– Кам пулăшать сире?

– СВОна кайиччен ӗçленӗ ӗçри ертӳçӗ («ЮФаС» тулли мар явап­лăхлă обществăн генеральнăй директорӗ Сергей Васильевич Курочкин. – Авт. ) – çав тери лайăх çын. Логистика енӗпе çăмăл мар халӗ, çапах та вăл пире «Урал» машина валли çӗнӗ шинăсем комплекчӗпех, «Нива» автомобиль туянса пачӗ. Çав тери тав тăватăп ăна куншăн. Каялла ӗçе таврăнасса кӗтет.

– Аксу район ачисем сирӗнпе тӗлпулăва çав тери кӗтеççӗ, хăçан пулать ку?

– Йăлтах аван пулсан та хӗл вӗçӗсемсӗр май килмест-ха. Мана улăштаракан çук, çавăнпа отпуска çулталăкра пӗрре кăна яраççӗ. 

 

***

Çакăн пек çын вăл Балу позывнойлă ентешӗмӗр Роман Вячеславович Шауфус. Мультфильмри аташӗ (тезки) пекех ырă кăмăллă та шанчăклă юлташ. 

«Рома çинчен пӗр начаррине те калама пултараймастăп. Ман патра ӗçленӗ çак темиçе çулта (2011 – 2025 çулсем. – Авт.) хăйне лайăх енчен кăна кăтарт­рӗ вăл, – сăмахне пуçларӗ Çыр­чаллинчи «ЮФаС» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗ Сергей Васильевич Курочкин Роман Шауфус водитель çинчен каласа пама ыйтсан. – Производство заданийӗсене яланах пурнăçлатчӗ, шанăçа тӳрре кăларманни нихăçан та пулман. Водительсен çул-йӗр правилисене пăсса камера çине лекесси пур, ыттисемпе танлаштарсан, унăн ку та çукпа пӗрех. Вăл тата çав тери дисциплинăллă çын. Инçе рейса çӳрекенсене эпир  таврăнсан канма вăхăт паратпăр. Калăпăр, 1-мӗш числора ӗçре ирхине 9 сехетре пулатăп терӗ-тӗк, 9 сехете çитетех вăл. Пӗр-пӗр ЧП пулас тăвас пулсан айăпа ыттисенче шырамасть. «Ан пултăр тесе хам эп мӗн турăм-ха»,– тет малтан. Чăнах та айăп­лă-тăк, йышăнать. Хăшӗ-пӗриншӗн вӗт хăй кăна аван, ыттисем пурте начар. Ромăн вара кун пекки çук. Лару-тăрăва объективлă хаклакан çынсем сайра вӗсем. Хуть мӗнре те лайăххине курма тăрăшать вăл. Икӗ-виçӗ çул каялла çулла Казахстан водителӗпе аварие лексен те акă, айăпӗ хăйӗн­че мар пулсан та (Казахстанри çамрăк водитель руль умӗнче çывăрса кайнă), май пур таран лару-тăрăва çăмăллатма тăрăшрӗ. 

Водительсем халӗ пирӗн çӗршывра кăна мар, тӗнчипех дефицит, лайăххисем пушшех те. Рома чăн малтан хăйӗнчен нумай ыйтать, çав тери яваплă. Хăй çапла пулнипе, паллă ӗнтӗ, ыттисенчен те çавнах ыйтать. Хăй ирӗкӗпе СВОна кайни те хăйӗнчен нумай ыйтнипех çыхăнчӗ-тӗр. Тӗрӗссипе, унăн вӗт укçа-тенкӗ те, ытти енӗпе те йывăрлăхӗсем пулман, кредичӗ, парăмӗсем çукчӗ. Кунта ак пӗрне судран хут килет, теприне. Хăшӗ алимент тӳлемен, теп­рин ытти парăм. Ромăн ун пекки пулман, пӗрре те. Хăй ирӗкӗпе контракт çырни – унăн гражданла позицийӗ. Эпир чăнах та фронта, пӗтӗмӗшле илсен Тăван çӗршыва, пулăшма тăрăшатпăр, хамăр предприятин ӗçченне Ромăна çав тери аван пӗлнипе ăна адреслă пулăшу паратпăр. Мӗншӗн тесен Тăван çӗршыва эпир шăпах Ромăра куратпăр. 

Пирӗн компани пысăках мар, пӗр 50 машина кăна. Водительсем вӗсем уйрăм каста евӗрех. Кунта вӗсен хăйсен лидерӗ. Ромăна акă коллективра пурте хисеплетчӗç, вăл каланине итлетчӗç. Çуркунне СВОран канма килсен, отпускӗ те вăрăм мар вӗт, 10-14 кун кăна, вăл вӗсенчен 3 кунне ӗçре ирттерчӗ. Çав тери пӗлтерӗшлӗ ку. Паллах, Ромăна коллектива таврăнасса кӗтетпӗр. «Инçет Хӗвелтухăç кӗтет мана», – тет хăй те. Хуть хăш коллективра та 80/20 Парето принципӗ пур, урăхла каласан 20 проценчӗ тăрăшулли, тепӗр 80-шӗ юнашар тăраканни. Рома вăт çав 20 процента кӗрет, ылтăн фонд вăл пирӗн», – мухтарӗ ертӳçӗ.

Роман Шауфус творчество çынни те, пултарулăхӗ нумай енлӗ ун. Лайăх ӳкернисӗр пуçне сăвă-калав, юрăсем çырать. «Дежурство хыççăн, çӗрле çыратăп. Юрă кӗввисене ИИ урлă тăватăп»,– терӗ хăй кун пирки. Сăвви-калавӗсен тӗп геройӗсем, паллă ӗнтӗ, хăй пекех Тăван çӗршыв хӳттине тăнă ахаль çынсем, унти лару-тăру. Тен, нумай енлӗ пултарулăхне пулах вăрçă пек вăйлă тӗрӗслев те чунне хытараймасть унăнне, унсăрăн ачасем валли çакăн пек ырă-ырă акци ирттермен пулӗччӗ. Балу позывнойлă ентешӗмӗре эпир те хамăрăн вулакансен ятӗнчен пысăк салам янă май хăюлăх, ăнăçу тата çӗнтерӳпе ырă-сывă таврăнма сунатпăр.

 

 Ирина КУЗЬМИНА.

Р.Шауфус харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев