Тунтикун пире, «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсене, интереслӗ тӗлпулусемпе савăнтарчӗ. Хăнасенчен пӗри хисеплӗ педагогика ветеранӗ, таврапӗлӳçӗ-çыравçă Аркадий Аркадьевич Михайлов-Юмарт пулчӗ. Самай сумлă виçӗ кӗнеке кăларнă автора ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн йышне кăçал июлӗн 27-мӗшӗнче илчӗç. Удостоверение вара Союзăн ертӳçи, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова шăпах çак кун редакцире савăнăçлă лару-тăрура пачӗ.
Аркадий Аркадьевич – профессие чунтан парăннă педагог. Тăван Кивӗ Ӳсел (Аксу районӗ) шкулӗнче 42 çул ӗçлесе «Раççей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ» ята тивӗçнӗ. Наградисемпе Хисеп хучӗсем нумай унăн. «Директор çумӗ – 2010» Пӗтӗм Раççей конкурсӗнче палăрни те вăл мӗнле шайри специалист пулнине кăтартать.
Çапах чи пысăк çитӗнӗвӗсенчен шкулăн çӗнӗ çуртне тума, тулли мар шкултан вăтам шкул статусне куçма, физика кабинечӗ валли чи кирлӗ оборудованисем кӳме, вӗрентӗве физикăпа хими, каярах химипе биологи профильсемпе йӗркелеме нумай тăрăшнине асăнмалла пуль. Район, республика, çӗршыв шайӗнче чи лайăх шкулсен йышӗнче Кивӗ Ӳсел шкулӗ. Мӗнле профессипе кăна ӗçлемеççӗ кунтан вӗренсе тухнисем çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче халӗ! Аслă пӗлӳ илсе тăван шкулах ӗçлеме таврăнакан вӗренекенӗсемшӗн уйрăмах хӗпӗртет ветеран. 2014 çултанпа тивӗçлӗ канура пулсан та шухăшпа шкултах-ха вăл. «Сентябрӗн 1-мӗшӗ», «Юлашки шăнкăрав» уявсене халӗ те хавхаланса кайнине каларӗ.
Пӗрремӗш утăмсем
Унăн «Михайловы», «Старое Узеево – Родина малая моя» тата «Родственники, коллеги и друзья» пысăк кӗнекисем пичетленсе тухнă. Аксу тăрăхӗнчи йăхсен, çыннисен, ялӗсен историйӗ унта. Кашни кӗнеки – тарăн тӗпчев. Материалсене Аркадий Аркадьевич нумай-нумай çул пухнă. «Пӗр статья çырас пулсан та 3-4 уйăх каять ман», – ку ӗçре вак-тӗвек çукки çине пусăм турӗ автор. Вăл хальхи вăхăтра Меречен ялӗнчен тухнă тепӗр ентешӗн, паллă парти деятелӗ пулнă Яков Кузьмич Павлов подполковникăн биографине тӗпчет.
Пире хальхинче ытларах çырас пултарулăхӗ интереслентернӗрен Аркадий Аркадьевичпа калаçу çак тема тавра пычӗ.
– Шкулта вӗреннӗ чухне пирӗн класс руководителӗ В.Е.Тимаков пулчӗ, унтан вырăс чӗлхипе П.М.Гаврилов вӗрентрӗ. Вăл вӗрентнӗ чух «Ешӗл хунав» кружок илсе пыратчӗ. Унта сăвăсем çырма вӗрентетчӗ. Анчах пирӗн сăвăсене «Пионер сасси» хаçат йышăнмарӗ. «Якалсах çитмен-ха», – терӗç. Пулса пӗтмерӗ пирӗн ун чух, – кулса аса илчӗ вăл литературăри пӗрремӗш утăмсем шкултах пуçланнине палăртса.
Пӗрремӗш статья
Çапах та çырас пултарулăх пур-тăк – çухалмасть. Унăн пӗрремӗш статйи студент чухнех Теччӗ район хаçатӗнче пичетленнӗ.
– 8 класс хыççăн Теччӗри педагогика училищине вӗренме кайрăм. Унта район библиотекинче студентсемпе те Расул Гамзатовăнччӗ, халӗ ăстумастăп ӗнтӗ, пултарулăх каçӗ иртнӗччӗ, мероприяти çинчен пӗчӗк статья район хаçатне çырса пама ыйтрӗç. Кайран, ӗçлеме тытăнсан, шкул пурнăçӗ, çамрăксем çинчен хамăр район хаçатне вырăсла çырнă.
Теччӗре вӗрентӗмӗр, Иван Яковлевич Яковлев вăл районта çуралнине пире никам та каламан, пӗлмен те эпир ăна. Историпе таврапӗлӳ музейӗ пурччӗ, унта та илсе кайман. Пӗлместӗп мӗншӗн апла пулнă? Çеçпӗл Мишши çинчен кăшт кăна стендсем пурччӗ, унпа та пире вырăс чӗлхин учителӗ Ольга Осиповна Куранова паллаштарчӗ. Çав хатӗр пысăк тав çав хӗрарăма.
Манăн пӗрремӗш чӗрӗкре вырăс чӗлхипе, хитре вулассипе «виççӗ» тухрӗ. Иккӗмӗш чӗрӗкре Ольга Осиповна декретран тухнă хыççăн пире вӗрентме тытăнчӗ. Тӳрех мана асăрхарӗ те кашни урокра заданисем паратчӗ. Кашни курс вӗçӗнче кӗнекесем вулама хушатчӗ. Вара виççӗмӗш курс хыççăн сочинение лайăх çыртăм. Тăваттăмӗш курс хыççăн çырнă сочинени института кӗме те юрарӗ. Петр Михайлович вӗрентнӗ чухнех: «Аркадий вăл инçетрен пуçлать те майпен тема патне çывхарать», – тетчӗ, – тăсăлчӗ малалла калаçу.
Чăвашла халӗ кăна çырма тытăннă
Аркадий Аркадьевич ӗмӗрне ялта чăвашлах калаçса ирттерет пулсан та, тӗпрен илсен, вырăсла çырать. Чăвашла вара суварçăсемпе паллашсан кăна çырма тытăннă. Кăна вăл хăй çапла ăнлантарчӗ: «Шкулта вӗреннӗ чухнех историпе таврапӗлӳ музейӗ ӗçлеме пуçланăччӗ. Ăна пирӗн директор илсе пыратчӗ. Вăл пенсие кайсан Борис Андреевич Захаров илсе пычӗ. Нумай пулăшнă эпӗ ăна, учительсен, чаплă çынсен биографине, сăнӳкерчӗксем, историлле материалсем пуçтарса панă.
Çак музее темиçе çул каялла Хусантан А.Н.Семенов таврапӗлӳçӗпе, И.Ф.Трифонова, Е.А.Турхан çыравçăсем ятарласа пырсан эпӗ тухса калаçрăм. Шкул директорӗ Л.С.Гаврилова та тӳсеймерӗ, сиксе тăрса ман кӗнекене кăтартса калаçрӗ. Ирина Федоровна та кӗнекене ырларӗ. «Сувара» çырсан пичетлетӗр-и?» – тесе ыйтса ятăм. Вăт çавăн хыççăн нушаланса чăвашла çырма тытăнтăм. Чăвашла çырма çав хатӗр йывăр. Эсир çырнă статьясене нумай вулатăп, чăвашла çырма талант кирлӗ.
Манăн пӗрремӗш «Михайловы» кӗнеке çинчен – В.Левуков, иккӗмӗшӗ «Старое Узеево – Родина малая моя» кӗнеке – Е.А.Турхан, виççӗмӗшӗ «Родственники, коллеги и друзья» çинчен В.В.Александрова «Суварта» çырчӗç.
Меречен çынни
Хальхи вăхăтра та ахаль лармасть Аркадий Аркадьевич. Темиçе уйăх ӗнтӗ тепӗр паллă ентешӗ, парти лидерӗ, Шупашкарта обком секретарӗнче ӗçленӗ, СССР Аслă Совет депутатне суйланнă Яков Кузьмич Павлов çинчен статья валли материал пухать.
– В.Е.Тимаков «Энциклопедия чувашских сел и деревень Аксубаевского района» кӗнеке кăларчӗ. Унта хăйӗн тăван Меречен ялӗнчи паллă çынсем çинчен çырчӗ. Яков Кузьмич Павлов та пур. Ун çинчен материал çав хатӗр сахал, – унăн биографине тӗпчеме мӗн хистенине пӗлтерчӗ çыравçă. – Материал аванах пуçтартăм ӗнтӗ. 1941 çулта вăрçă тытăниччен СССР Аслă Совечӗн иккӗмӗш пухăвне депутат пулма кандидата тăратнă чух «Красная Чувашия» хаçатра тухнă портретне тупрăм. Чăваш наци библиотекинче биографине тупса пачӗç.
Ку енӗпе мана Галина Кӗмӗл сăвăç нумай пулăшрӗ, библиотекăра ӗçлекен хӗрарăмсемпе вăл паллаштарчӗ. Яков Кузьмичăн çемйи, ачисем пулнă-и – паянхи куна пӗлместӗп-ха, шыратăп. Мереченре ăна пӗлекенсемпе çыхăну тытрăм. Хамăрăн ял Совечӗн архивӗнче Яков Кузьмичăн аслашшӗ Павел Иванов (1853 çулхи) пулнине, унăн ывăлӗ Кузьма (1881 çулхи), Кузьма ывăлӗ Якку (1902 çулхи) пулнипе тупрăм. Кузьма 1915 çулта Удиков хушамат илнине пӗлтӗм, – терӗ вăл.
Аркадий Михайлов – Юмарт Меречен ял чăвашӗ Яков Кузьмич Павлов çинчен тӗпчесе çырнă статйине вӗçлесенех «Сувар» хаçата ярса пама шантарчӗ. Çапла майпа эпир хамăрăн тепӗр паллă ентешпе паллашасса шанатпăр. Шăпах Аркадий Аркадьевич пек пултаруллă çынсем пуррипе хамăр ентешсем çинчен ытларах пӗлме май пур та пирӗн, тав ăна.
Ирина КУЗЬМИНА.
Т. Васильева сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев