Суварçăсемпе паллашнă хыççăн чăвашла çырма тытăннă
Тунтикун пире, «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсене, интереслӗ тӗлпулусемпе савăнтарчӗ. Хăнасенчен пӗри хисеплӗ педагогика ветеранӗ, таврапӗлӳçӗ-çыравçă Аркадий Аркадьевич Михайлов-Юмарт пулчӗ. Самай сумлă виçӗ кӗнеке кăларнă автора ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн йышне кăçал июлӗн 27-мӗшӗнче илчӗç. Удостоверение вара Союзăн ертӳçи, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова шăпах çак кун редакцире савăнăçлă лару-тăрура пачӗ.