Зинаида Падиряковна – йӑла-йӗрке управçи
Çӗнӗ хыпарсем

Зинаида Падиряковна – йӑла-йӗрке управçи

Зинаида Падиряковна Ильмукова 1936 çулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче çуралнă. Çемйинче 5 ача пулнӑ. Зинаида пилӗк çулта чухне, 1941 çулта, ашшӗ вӑрçа тухса каять. Мӗн пӗчӗкренех вӑл амӑшӗпе пӗрле хире çум çумлама, чӗкӗнтӗр чавма çӳрет. Çын патӗнче нянька пулса та ӗçлет. Шкулта 4 класс пӗтернӗ. Çине тӑхӑнма тумтир пулманнипе малалла шкула çӳреймен.

Зинаида Падиряковна Ильмукова.
Зинаида Падиряковна Ильмукова 30 çул хушши, пенсие тухиччен, ял клубӗнче ӗçленӗ. 

Вун ултӑ çулта чухне колхозра ӗçлеме пуçланă, хирте трактор бригадинче те тăрăшнă, апат та пӗçернӗ. 1955 çулта качча кайнă, мăшăрӗпе тӑватӑ ача çуратса ӳстернӗ вӗсем.

1966 çултан, 30 çул хушши, пенсие тухиччен, ял клубӗнче ӗçленӗ Зинаида Падиряковна. Анчах та тивӗçлӗ канăва тухсан та Зинаида Падиряковна культура ӗçӗнчен пӑрӑнмасть: вырӑнти халӑх фольклор ансамбльне çӳресе тӗрлӗ мероприятисене хутшӑнать, йӑла-йӗркесемпе çыхӑннӑ уяв­сенчи йӑласене йӗркелесе пырать, çулсерен иртекен Учӳкра кӗлӗ ирттерет.

Тата алӑ ӑсти пулнӑ май куравсене час-час хутшăнать. Фольклор ушкӑнне çӳрекенсем валли вырӑнти манерсене упраса хӑварса кӗпесем çӗлерӗ. Хамăр еткерлӗхӗн пӗтӗм пуянлӑхне çамрăк ӑрусене парса пырсан пирӗн йăла-йӗркесем ӗмӗр-ӗмӗр пурăнасса шанать вăл. 

Çак кунсенче Зинаида Падиряковна 90 çул тултарать. Ăна малашне те хавхаланса пурăнма çирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.

 

Людмила САВАСТЬЯНОВА.

Элмет районӗ, Патраклă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


Чуваши Татарстана #общество хранительница традций

Нет комментариев