Банкрота тухнӑ банксен парӑмӗсене майӗпен татаҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Банкрота тухнӑ банксен парӑмӗсене майӗпен татаҫҫӗ

Раҫҫейри нихӑш субъектра та ун пек организаци ҫук

Виҫӗ ҫул хушшинче Республикӑри тӗрев фончӗ банксем панкрута тухнипе инкеке лекнӗ 6 пин ытла ҫынпа юридици сӑпатне укҫан пулӑшу панӑ. Хур тӳснисенчен ҫурри ытла хӑйсен тӑкакӗсене туллин саплаштарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Премьер-министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Рустам Нигматуллин пӗлтернӗ.
"6101 ҫынна 2 миллиарда яхӑн тенкӗ тӳленӗ, ҫав шутран 3617 ҫын хӑйсен маларах ҫухатнӑ укҫисене йӑлтах тавӑрнӑ", – тесе пӗлтернӗ Нигматуллин.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Республикӑри тӗрев  фончӗн уникаллӑ проекчӗ, Раҫҫейри нихӑш субъектра та ун пек организаци ҫук.
Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Республикӑри тӗрев фончӗ банкрота тухнӑ банксен вкладчикӗсене  300-шер пин тенкӗ тӳлесси ҫинчен пӗлтернӗ.


Нет комментариев