«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» 11-мӗш хут иртрӗ
Çуркуннен пӗрремӗш кунӗнче «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» 11-мӗш хут иртрӗ. Йӗркелӳçӗсене районсен хушшинчи шайри ăмăртăва ирттерме пулăшакансем нумайăн пулчӗç кăçал. Ăмăрту пулассине пӗлсенех спонсорсем укçа ярса пама тытăнчӗç. Унсăр хальхи пурнăçра ним те тума çук çав… Пысăкран та пысăк тав Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ тӗрлӗ хуласенче пурăнакан ентешсене – Сергей Якимова, Алексейпе Игорь Улановсене, Владимир Терентьева, Нурлат районӗнчи Пухтел ялӗнче пурăнакан Владимир Кузьминпа Евгений Кашкарова тата çак ялтан тухнă, хальхи вăхăтра Хусанта пурăнакан Вячеслав Панкова, ял хастарӗсене Елена Кожемановăна, Людмилăпа Юрий Алексеевсене çак уява йӗлтӗрçӗсене парнелеме, чи пахи пӗчӗк шăпăрлансене телейлӗ тума пулăшнăшăн. Евгений Пименов вара çӗнӗ баннерсем парнелесе илем кӳчӗ ăмăртăва. Питӗ шел, спонсорсенчен пӗри те уявра пулаймарӗ.
Мероприяти йӗркелесе ирттересси вăл калама кăна çăмăл. Самай малтан хатӗрленме пуçлаççӗ йӗркелӳçӗсем – мӗнле кăна ӗç тумалла мар-çке. Палăртнă кун спортсменсемпе хăнасем те вăхăтлă çитрӗç. 10 сехет тӗлне ăмăрту вырăнӗнче халăх питӗ йышлăччӗ. Мероприятие кăçал Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче тăракан, пирӗн лăпкă пурнăçа сыхлакан ентешсене халалланă йӗркелӳçӗсем. Тӗрлӗ вăхăтри вăрçăсенче пуç хунă ентешсене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç. Ятарлă çар операцине Беловкăран сакăр çамрăка илсе кайнă. Шел пулин те çак ачасенчен иккӗшӗ вăрçă хирӗнче пуç хунă…
Уяв гимнсем янранă хыççăн Аксу районӗн Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗн пуçлăхӗ Чулпан Ханифова, Беловка ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ильсур Махмутов саламланисенчен, йӗркелӳçӗсем ăмăрту йӗркипе паллаштарнинчен пуçланчӗ.
Старта 24 ӳсӗмри 130 йӗлтӗрçӗ тухрӗ. Йӗлтӗрçӗсем Хусан, Заинск, Çырчалли, Самара, Чистай хулисенчен, Элмет, Çармăс, Нурлат, Алексеевски районӗсенчен килнӗ. Шел пулин те, йӗлтӗрçӗсен шучӗ çулран çула чаксах пырать. Кашни спортсмен пӗр ӳсӗмре кăна чупма пултарчӗ. «Атте, анне тата эпӗ» категорире Çӗнӗ Тимушкелӗнчи Павловсен тата Аксу поселокӗнчи Соломоновсен çемйисем тупăшрӗç.
Финишра, яланхи пекех, кашни йӗлтӗрçӗ шоколад илме тивӗçлӗ пулчӗ. Чупса тухнисене вӗри пăтăпа, сăмаварта вӗретнӗ чейпе сăйларӗç. Курма килнисене Алим Идиятуллин пӗрре те тунсăхласа тăма памарӗ – юрлаттарчӗ те, ташлаттарчӗ те.
Çак кун районта тата та мероприятисем иртрӗç пулсан та Аксу район администрацийӗ «Беловка йӗлтӗр йӗрне» тимлӗхсӗр хăвармарӗ. Спортсменсене саламлама Аксу район пуçлăхӗн çумӗ Ильшат Загидуллин тата спорт шкулӗн директорӗ Радик Канафин килсе çитрӗç.
Йӗркелӳçӗсем спонсорсене спорта аталантарма пулăшнăшăн Тав хучӗсемпе чысларӗç. Вырăн илнӗ кашни йӗлтӗрçӗ медаль, Хисеп хучӗ тата укçан парне илме тивӗçрӗ, 1-мӗш вырăншăн статуэткăсем те пачӗç. Чи пӗчӗккисемпе чи ваттисене 6-мӗш вырăн таранччен чысларӗç. Чи пӗчӗк йӗлтӗрçӗ 5 çулти Агния Гаврилова, чи асли 79-ти Анатолий Елаков пулчӗç. Иккӗшӗ те Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнчен.
Уява килнӗ хăнасем ăмăрту çӳллӗ шайра иртнине палăртнипе, Беловка ял халăхне тав сăмахӗсем каланипе вӗçленчӗ. Пулăшакансене чӗререн тав тăватпăр: Бориспа Александр Мишинсене – трассăна хатӗрлесе çитерме пулăшнăшăн, Галинăпа Александр Константиновсене, Валентина Наумовăна, Любовь Мишинăна – тутлă вӗри апатпа сăйланăшăн, Евгения Кожемановăна – номерсене валеçсе парса кайран пуçтарса илнӗшӗн, Марина Ивановăпа Наргиля Борзовăна – йӗлтӗрçӗсене финишра шоколадпа хăналанăшăн, Кивӗ Тимушкел шкулӗн физкультура вӗрентекенне Василий Чугунова тата Аксу поселокӗнчи 3-мӗш номерлӗ шкулăн вӗрентекенне Михаил Федорова – йӗлтӗрçӗсене финишра кӗтсе илсе вырăнӗсене палăртма пулăшнăшăн, Çӗнӗ Ӳсел ял клубӗн пуçлăхне Алим Идиятуллина – уява юрă-кӗвӗпе илем кӳнӗшӗн. Паллах, ăмăртăва 11-мӗш хут ирттерекен тӗп йӗркелӳçӗсене – Владимир Кожеманова, Анатолипе Татьяна Бульбовсене те палăртмаллах. Вӗсем «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» çӳллӗ шайра ирттӗр тесе кашни çул пуринчен ытла ырми-канми тăрăшаççӗ.
Укçа-тенкӗпе, ӗçпе, сăмахпа пулăшакансем те, курма тухнисем те, алă çупса кăшкăрса йӗлтӗрçӗсене хавхалантаракансем те – пурте мухтавпа хисепе тивӗçлӗ. Вӗсем пурте çак пысăк ӗçе тӳпе хывнă, ăна пурнăçа кӗртме пулăшнă.
Эльвира НИКОЛАЕВА.
Т.Бульбова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев