Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

БПЛА операторӗ Семен Семенов медале тивӗçрӗ!

Саймон позывнойлă Хусан каччине çар командованийӗ нумай пулмасть пӗрремӗш наградăпа, РФ Оборона министерствин «Участнику специальной военной операции» медалӗпе наградăланине пӗлтӗмӗр. Ăна Семен Семенов неонацистсен вăйлă вут-çулăмӗ айӗнче Донецк Халăх Республикинчи Покровское енчи Желтое ялӗ çывăхӗнчи вăрман йăрăмӗнчи вăхăтлăх пункта куллен, вăхăтра боеприпассем кӳрсе тăнăшăн тивӗçнӗ. Пурнăçӗшӗн пысăк хăрушлăха пăхмасăр çар заданине тивӗçлӗн пурнăçланине уйрăммăн палăртать командовани.

Семен Семенов хăй вара чи пысăк награда медаль мар, куç пек кӗтнӗ ывăл çурални тесе шутлать. Мăшăрӗпе Йолдызпа (вăл тухтăр эпидемиолог) кăçал пӗрремӗш хут атте-анне пулчӗç вӗсем. Чи асра юлакан саманта, март уйăхӗн 21-мӗшӗнче Хусанти 7-мӗш хула больници çумӗнчи перинаталь центрӗнчен мăшăрӗпе пӗчӗк Артура кӗтсе илмешкӗн, фронтранах çитсе ӗлкӗрчӗ. 
Çурма чăваш каччин (ашшӗ Виктор вырăс) профессийӗ пӗрре те çарпа çыхăнни мар, вăл повар-технолог, шкулта 9 класс пӗтернӗ хыççăн Хусанти пӗчӗк бизнес тата предпринимательство колледжӗнче (КМБиП) вӗреннӗ хыççăн суту-илӳ сферинче, тӗрӗсрех «Эдельвейс» компанисен ушкăнӗн логистӗнче ӗçленӗ. РФ Оборона министерствипе контракт çырас умӗн Хусанти коопераци институтне куçăн мар майпа вӗренме те кӗнӗ пулнă вăл. Академи отпускӗ илнӗскер, ятарлă çар операцийӗ хыççăн вӗренӗве малалла тăсма ӗмӗтленет.
Пуçламăш çар хăнăхăвне вара салтакра, 2018 – 2019 çулсенче Мускаври Раççей наци гвардийӗн çарӗсен Ф.Э. Дзержинский ячӗллӗ Суворов, Жуков, Ленин тата Октябрь Революцийӗн орденӗсемлӗ, Хӗрлӗ Ялавлă уйрăм оперативлă тӗллевлӗ дивизийӗнче илнӗ. Пӗрре салтак пулса курнăскерӗн çӗршыв йывăрлăхра чух килте ларма чунӗ чăтман ахăртнех. 2023 çулхине кӗркунне çывăх юлташӗпе иккӗшӗ контракт çырнă. Сăмах май, Семенăн пӗртăван шăллӗ Степан та çар çынни, контрактпа çарта юлнă. Хальхи вăхăтра Хусанти çар комиссариачӗсенчен пӗринче службăра тăрать. 
– РФ Оборона министерствипе контракт çырассине Семен мана каламарӗ. Çара кайма шăллӗ витӗм пачӗ-ши ӗнтӗ? Пӗлсен: «Хăвăн йышăнăву», – теме кăна пултартăм. Шутларӗ-тӗк, мӗн тăвайăпăр ӗнтӗ эпир амăшӗсем? Юрать-ха, час-час çыхăнăва тухаять, – ассăн сывларӗ амăшӗ, ТР ЧНКА хастарӗ, ăста ташăçă Галина Семенова. Вăл та ытти аннесем пекех тахçанах ыйхине çухатнă ӗнтӗ. Телефонӗ кашни шăнкăртатмассерен шартах сиксе ывăлӗнчен хыпар кӗтет. Пуринчен ытла вара усал вăрçă чарăнасса ӗмӗтленет, ун чух унăн та ывăлӗ киле, çемйи патне таврăнасса тем пек шанса кӗтет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Теги: Герои СВО