«BraVo» премийӗпе хусансене наградăланă
2026 çулхи апрелӗн 14-мӗшӗнче «BraVo» VIII Халăхсен хушшинчи профессиллӗ музыка премийӗн церемонийӗ Раççей Пысăк театрăн Истори сцени çинче иртнӗ
Музыка тӗнчишӗн хумхануллă, пысăк мероприяти уçнă çӗрте РФ Правительство Председателӗн çумӗ Татьяна Голикова пулнă. Вăл «BraVo» премийӗ ыттисенчен уйрăлса тăнине палăртнă. Премие илме тăнисем пурте музыка искусствин йăлисене тытса пыраççӗ çеç мар, музыка чӗлхи пурте ăнланма пултаракан универсаллă чӗлхе пулнине кăтартаççӗ тесе пӗлтрнӗ Т.Голикова. Пысăк театрăн Истори сцени шăп кăçал 250 çул тултарнине асăннă вăл.
Пирӗн ентеш, РФ тава тивӗçлӗ артистки, опера юрăçи (сопрано) Аида Гарифуллина «Тӗнче çăлтăрӗ» номинацире çӗнтерсе премие тивӗçнӗ. Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрӗн солистки (сопрано), «Золотая Маска» преми лауреачӗ Диляра Идрисова «Чи лайăх классика хӗрарăм вокалӗ» номинацире çӗнтернӗ. «РФ халăх артисчӗ (бас-баритон) Ильдар Абдразаков – «Чи лайăх классика арçын вокалӗ» номинацин лауреачӗ, РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ, пианист Денис Мацуев «Классика композицине хальхи вăхăтра чи лайăх калакан» номиацире преми илнӗ. Тата 11 çӗршывран 18 артист 2026 çулхи «BraVo» премине тивӗçнӗ.
Енчен те «Çулталăк опери» номинацире Севастополь оперăпа балет театрӗн «Алеко» (С.Рахманинов) постановки çӗнсе илнӗ-тӗк, «Çулталăк балечӗ» номинацире «Лебединое озеро» (П.Чайковский) балет лартнă М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗ çӗнтернӗ. Ăна СССР халăх артисчӗ Владимир Васильев лартнă, премьери çулталăк каялла Хусан сцени çинчех пулнă.
Владимир Васильева Тӗнче культурине тӳпе кӗртнӗшӗн «BraVo» ятарлă номинацири премипе нагрдăланă. 75 çулти балет артисчӗ, хореограф хăйӗн ӗçне малалла илсе пыма шантарнă.
Сăнӳкерчӗк minkultrt сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев