Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çак кун тӗлне çӗмӗрт чечеке ларсан çулла шăрăх та типӗ пулать

Çу уйăхӗн 4-мӗшӗ – Прокл. Çак кун тӗлне çӗмӗрт чечеке ларсан çулла шăрăх та типӗ пулать. Малтанхи аслати хыттăн кӗрлесе авăтрӗ-тӗк – тырпул ăнса çитӗнет.

Çу уйăхӗн 5-мӗшӗ – Лука. Сухан лартма вăхăт çитнӗ. Çак кун куккук хыттăн тата вăрахчен авăтать пулсан çывăх кунсенче çанталăк аван тăрать.

Çу уйăхӗн 6-мӗшӗ – Егорий. Çак кун çумăр çусан кăçал выльăх-чӗрлӗхшӗн çăмăл çул пулать. Юр çусан хуратул ăнса пулать.

Çу уйăхӗн 7-мӗшӗ – Евсей. Шăрăх пулсан çӗртме уйăхӗнче сивӗ пулать. Вăрăмтунасем йышлă – сӗлӗ аван çитӗнет.

Çу уйăхӗн 8-мӗшӗ – Марк. Атмосфера пусăмӗ вылятьтӗк – çумăра. Куккук авăтма пуçланă – эппин урăх сивӗсем пулмаççӗ.

Çу уйăхӗн 9-мӗшӗ – Глафира. Юр çусан хуратул ăнса пулать. Куккук хыттăн тата час-час авăтать – лайăх çанталăка.

Çу уйăхӗн 10-мӗшӗ – Семен. Çак кун çумăр çусан ыраш ăнса çитӗнет. Хӗвел тухнă чух тӳпе таса-тăк – çулла çил лӗ пулать. Хурăн çулçисем сарăлнă-тăк – çӗрулми лартма юрать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы