Çакăн пек фестиваль пӗрре! Вăл пирӗн!
«Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XI «Безнен заман — Наше время» ӗçлекен çамрăксен творчествин телефестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Унта 43 муниципаллă йӗркеленӳрен 190 предприяти, вӗсенчен 1,5 пин çамрăк хутшăннă. Зонăсенчи суйлав турӗсем Элметре, Çырчаллинче тата Хусанта октябрь уйăхӗнче иртнӗ. 2023 çулхи фестивалӗн призсен фончӗ 4 миллион тенкӗ.
Тӗрлӗ сферăра вăй хуракан çамрăксем сцена çинче те хăйсене çӳллӗ шайра кăтартма пултарни чăннипех свăнтарать. Залра ларакансенчен чылайăшӗ гала концерта ытахальтен вăхăт иттерме килсе ларман, ӗç коллективӗнче пӗрле, юнашар тăрса тăрăшаканшăн «чирлеме» килнӗ. Сцена çинчи «артистран та кая мар» юрăçсемпе ташăçсене çакă чăннипех хавхалантарать.
Гала-концерта пынисем пӗр каçра республикăра пурăнакан тӗрлӗ-тӗрлӗ халăхăн наци юрри-ташшине — 40 концерт номерӗ — курса савăнчӗç. Чăннипе каласан, 40 номер пулнине никам та сисмерӗ пулӗ. Мӗншӗн тесен çак фестивале шухăшласа кăлараканӗ, çулсерен чаплăрах та чаплăрах йӗркеленӗ, фестивалӗн генеральнăй продюсерӗ, вăлах концерт режиссерӗ Дмитрий Туманов пӗр-пӗринпе çав тери ăста çыхăнтарнă, калăн, пӗр пысăк музыка спектаклӗ пирӗн умра, уйрăм-уйрăм концерт номерӗсем çеç мар.
Кăçал республикăра Наци культурисен тата йăлисен çулталăкӗ. Çакă концерт номерӗсенче тепалăрчӗ: пӗрисем ӗçри лару-тăрăва шӳтлесе те тăрăхласа сцена çине илсе тухнă, теприсем — регионта пурăнакан халăх юрри-ташшине кăтартаççӗ.
«Пултаруллă çамрăксем нумай, культура учрежденийӗсем те йышлă. Анчах çакăн пек чаплă фестиваль пӗрре çеç. Вăл пирӗн!», — терӗ ТР Раисӗ çӗнтерӳçӗсене саламлама тухсан. Вăл Дмитрий Александровича çакăн пек çӳллӗ шайри фестивале йӗркеленӗшӗн тав турӗ. «Безнен заман — Наше время» фестиалӗн гран-при призне, куçса çӳрекен кубока «СИБУР. Нижнекамскнефтехим» команди Рустам Минниханов аллинчен илнӗ. Республика пуçлăхӗн йышăнăвӗпе кăçал тӗп призăн укçан паракан премийӗ 1 миллион тенкӗ.
«Безнен заман- Наше время» ӗçлекен çамрăксен творчествин телевидени фестивалӗнче çӗнтерӳçӗсем нумай пулчӗç. Кашни вырăнта темиçе команда. Тен, вӗсен хушшинче сирӗн пӗлӗшсем те пур?
I вырăн:
— «Татнефть» Регионсен хушшинчи профсоюзӗ;
— Маматăш районӗн Ӗçтăвком комитечӗн «Вӗрентӳ уйрăмӗ» МКУ;
—"Туполев" ПАО филиалӗ С. П. Горбунов ячӗллӗ Хусан авиаци завочӗ;
— «Хусан патшалăх тар завочӗ» федераллă казеннăй предприяти;
II вырăн:
— "ТНВ «Çамрăксен ушкăнӗ «ТЯГ», Çӗпрел районӗ;
— ООО «Газпром трансгаз Казань» Тулли мар яваплăхлă общество;
—"КАМАЗ" ПАО.
III вырăн:
— KAMA TYRES;
— «Каратунское зерно» Тулли мар яваплăхлă обçество, Апас районӗ;
— Сибур. Казаньоргсинтез;
— «Зеленодольский завод им. А. М. Горького» АО
— «Чистопольская ЦРБ» Патшалăх сывлăх сыхлавӗн автономлă упавленийӗ;
—Заинск муниципаллă йӗркеленӗвӗн ӗçтăвкомӗ;
Çамрăксен пултарулăхне жюри пайташӗсем тӗрлӗ номинацисенче те хакланă. Çавăнпа пӗр-пӗр питӗ ăста «артист» темиçе хутчен приз илнисем те пулчӗç.
Сăнӳкерчӗксем авторăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев