Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çăлтăрпа çăлтăр мӗн калаçать?

Кӗçӗр Венерăпа Сатурн пӗр-пӗрин патне çывăхарни Тутарстанран курăнать


Кӗçӗр Венерăпа Сатурн пӗр-пӗрин патне çывхарни Тутарстанран курăнать

Çакăн çинчен журналистсене ХФУ В.П.Энгельгардт ячӗллӗ Астрономи обсерваторийӗн директорӗ, профессор Юрий Нефедьев каласа панă. Ӗмӗрлӗхе асра юлмалли астрономи пулăмӗ мартăн 22-мӗшӗнче Мускав вăхăчӗпе 01.06 сехетре пулса иртет. Планетăсем пӗр-пӗрне питӗ çывăх пулӗç — 0,18 градусра, анăç енче. Анчах ку куçсене улталани çеç, чăннипе çак икӗ капмар планета хушши калама çук пысăк. 

Астрономире кун пек пулăма конъюнкци теççӗ. Тӳпере пулса иртекен пулăмсемпе интересленекенсемшӗн Хӗвӗл тытăмӗнчи планетăсене сăнама питӗ меллӗ самант халь, кӗçӗр планетăсем çывхарнине çав тери хăватлă телескопсăр та курма пулать, анăçалла тӗсесӗрех пăхни те çителӗклӗ. 

Венерăпа Сатурн çывăхланни сайра пулнă, тепӗр чух çине-çине килсе тухнă (2019 çулта февралӗ 18-мӗшӗнче  тата декабрӗн 11-мӗшӗнче çывăхланнă Венерăпа Сатурн). 
Уçлăхра пулса иртекен улшăнусене çынсем авалтан кулленхи пурнăçпа çыхăнтарма тăрăшнă, çăлтăрсене сăнаса пурнăçра мӗнле улшăнусем пуласса шутланă. Çапла Сатурнпа Венера çывăхланни çынсемшӗн пӗр ахаль иртмест тесе шутланă Çӗр планета çинче пурăнакансем.. Планетăсем хăш Зодиак паллинче пӗр-пӗрин патне çывхарни чи пӗлтерӗшли пулнă иккен. Сăмах май, кăçал Венерăпа Сатурн Шывтăкан паллинче пӗр-пӗрне çывăх. Мӗнле витӗм кӳрӗ ку Çӗр планетăна?


Сăнӳкерчӗксем В.Васильевăн, М.Захаровăн («Татар-Информ» ИА).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: астрономия