Чăваш Ен ачисем Мускавра РФ Федераци Канашӗн ларăвӗнче пулнă
РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн ертӳçи Валентина Матвиенко Янкăлч ялӗн маттур ачисемпе депутатсене трибуна çинченех паллаштарнине пӗлтерет РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн «Вместе– РФ» телеканалӗ.
Чăваш Енри Канаш муниципаллă округӗнчи Янкăлч ялӗн РФ Геройӗ Н.Ф. Гаврилов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулӗн вӗренекенӗсемшӗн кӗркуннехи каникул тата нумай асра юлӗ-ха. Мӗншӗн тесен вӗсем Федераци Канашӗн ларăвӗнчех пулса курнă.
Мускава кайма вӗренӳре лайăх ӗлкӗрсе пыракан, шырав ӗçне хастар хутшăнакан ачасем тивӗçнӗ-мӗн. Чăваш Енӗн РФ Федераци Канашӗнчи сенаторӗ Николай Владимиров вӗсем валли çакăн пек парне тунă иккен. Канаш муниципаллă округне ӗçпе кайсан çӗнӗ шкул коллективӗпе тӗл пулнă вăхăтра ачасем унран РФ Федераци Канашӗнче пулса курма юрать-и тесе тӳрремӗнех ыйтсан: «Ачасен ӗмӗчӗ пурнăçланмаллах», – хуравланă парламентари. Ун шучӗпе, кун пекки ачасен асӗнче ӗмӗрлӗхе юлать кăна мар, малашнехи профессие тӗрӗс суйлама, çӗршыв патриочӗсем пулма та пулăшать.

Çамрăк хăнасене Регионсен палати йышăннă малтан. Мӗнпур регионăн ялавӗпе паллаштарнă, РФ Федераци Канашӗн ларăвӗ хыççăн ачасем тата тепӗр сенаторпа, ЧР Президенчӗ пулнă Николай Федоровпа та тӗл пулнă. Ачасемпе пӗрле ларура çаплах Шупашкартан СВО паттăрӗ, «Время героев» проекта хутшăннă Иван Ярусов та пулнă. Хăй каланă тăрăх, парламентарисен опычӗ уншăн та интереслӗ.
РФ Федераци Канашӗнчен тухсан та ачасене пуян культура программи кӗтнӗ-ха, мӗншӗн тесен вӗсенчен нумайăшӗ Мускавра хальччен пулса курман.(Сăнӳкерчӗксем «Хыпар» Издательство çурчӗн «ВКонтактери» страницинчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев