Чăваш кӗнекин конкурсӗ пулать
Чăваш кӗнеке издательстви пирӗн кăларăмсене кăмăллакансене «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче вун пӗрмӗш хут иртекен конкурса хутшăнма йыхравлать. Кăçал ӗçсене авăн уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа юпа уйăхӗн 31-мӗшӗччен йышăнаççӗ. «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурсăн пӗр номинацине ачасемпе яш-кӗрӗмсӗр пуçне аслисем те хутшăнма пултараççӗ.
Конкурс пурӗ виçӗ номинаципе иртет.
1. «Юратнă кӗнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав». Ку номинацие аслисен те хутшăнма юрать. Çак ӗçре Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă кӗнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла. Вăл е ку кӗнеке сире мӗнпе тыткăнларӗ, мӗншӗн шăпах çак хайлава суйласа илтӗр. Ӗç калăпăшӗ – 1-2 страница. Хаклавне хăш кӗнеке тăрăх çырнине, авторне палăртма ан манăр, ӗçсене чăвашла та, вырăсла та хатӗрлеме юрать, анчах аслă ӳсӗмрисен çакна астумалла: Чăваш кӗнеке издательствинче 2019–2022 çулсенче тухнă кӗнекесемпе çеç усă курмалла. Хаклавсене zury-lax@rambler.ru электрон почтăпа ярса пама юрать. Çырăва «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе палăртма ан манăр.
«Юратнă хайлаври чи интереслӗ самант» темăпа хатӗрленӗ ӳкерчӗк». Ку номинацие хутшăнакансем кӗнекери пӗр-пӗр саманта ӳкерсе пама пултараççӗ. Сăнар портретне çеç калăпланă тата кӗнекесенчен ӳкерсе илнӗ ӗçсене жюри хак памасть.
«Ача хатӗрленӗ чи лайăх кӗнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кӗнеке пек хатӗрлесе памалла. Çак ӗçе калăплакансем тӗрлӗ тӗслӗ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлӗ хутсемпе усă курма пултараççӗ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ӳкерчӗксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ӗçӗ тӗпре.
Тепӗр хут аса илтеретпӗр: кирек хăш номинаципе тăратакан ӗçе те ачан хăйӗн пурнăçламалла, аслисем ача ятӗнчен хатӗрлесе панă ӗçсене жюри шута илмест. Конкурса хутшăнма Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă кăларăмсемпе çеç усă курмалла. Уйрăм хут çине:
- номинаци ятне,
- конкурса хутшăнаканăн ячӗпе хушаматне,
- миçе çултине,
- хăш шкулта вӗреннине е ӗçленине (чăвашла та, вырăсла та туллин тата тӗрӗс),
- килти адресне,
- конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (ертӳçӗн) хушаматне, ятне, ашшӗ ятне туллин, телефон номерне,
- суйласа илнӗ кӗнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.
Ӗçсене çак адреспа йышăнаççӗ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш çурт, Чăваш кӗнеке издательстви, 820-мӗш пӳлӗм, «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йӗркипе (Положени) Чăваш кӗнеке издательствин www.chuvbook.ru сайтӗнче паллашма пулать, тӗплӗнрех (8352) 57-16-63 телефонпа ыйтса пӗлме пулать. (Ольга ФЕДОРОВА, «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йӗркелесе пыракан).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев