Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Майнинчи пӗртен-пӗр ветеранпа Михаил Константиновпа паян сывпуллашаççӗ

Ӗнер Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинчен хурлăхлă хыпар çитрӗ: Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин тата ӗç ветеранӗ, педагогика ветеранӗ, паллă çыравçă, РФ Писательсен союзӗн, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, 96 çулти Михаил Петрович Константинов вилсе кайнă.

Михаил Константинов 1927 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, 5-6 классене Саврăш шкулӗнче вӗреннӗ. Пӳлер шкулӗнчен 7-мӗш класран вӗренсе тухсан вăрçă пуçланнă. 1941 – 1944 çулсенче Аксу педучилищинче вӗренсе учитель профессине алла илнӗ. Çар ретне тăриччен Пӳлерти çар комиссариачӗ хушнипе ял çамрăкӗсене çар ӗçне вӗрентнӗ.

1944 çулта Михаил Петрович вăрçа кайнă. Троицки çар авиаци шкулӗнче вӗреннӗ. ИЛ-2, ИЛ-10 самолетсемпе сывлăшри стрелок пулса вӗçнӗ. Фрунзери çар авиацийӗн училищинче вӗреннӗ. Вăрçă пӗтсен те вӗçме пăрахман. 1950 çулта самолетпа ӳксе йывăр аманнă. Ташкентри 340-мӗш çар госпиталӗнче сипленнӗ, 2-мӗш ушкăн инваличӗ пулса килне таврăннă.

Сывалнă хыççăн Анат Кăтрата ялӗнчи шкулта историпе географи предмечӗсене вӗрентнӗ, Чăваш Майнинчи пуçламăш шкулта ачасене вӗрентекен çамрăк учительницăпа Татьяна Васильевнăпа çемье çавăрнă.

1959 çулта парти хушнипе 30 пин доброволец шутӗнче Михаил Петровича «Заря» колхозăн председателӗ пулма суйланă. «Победа»  колхозра парти ӗçне те ертсе пынă вăл. Куçăн мар майпа аслă шкулта вӗренсе пӗлӗвне ӳстернӗ.

1965 – 1975 çулсенче Тутар Майнинчи вăтам шкул директорӗнче тăрăшнă. Пенси çулне çитсен те (2000 çулччен) Чăваш Майни вăтам шкулӗнче ачасене истори вӗрентнӗ.

– Вăрçă çулӗсенче пурнăç çăмăл пулмарӗ, выçă пулсан та çăпата сырса, кутамкка çакса 30 çухрăмри Аксу педучилищине танкканă. Çулла тăван колхозра вăй хунă. Василипе Павăл пиччесем вăрçăраччӗ. Вăй çитнӗ таран фронта пулăшнă. Атте вăрçă вăхăтӗнче 3 пин мăшăр çăпата туса фронта ăсатрӗ, – тесе аса илетчӗ Чăваш Майнинчи Михаил Петрович.

90 çултан иртсен те хастарлăхӗ иксӗлменччӗ унăн. Пулă тытма çӳренӗ, çӗрлесенче сăвăсем шăрçаланă. Хăй ӗмӗрӗнче тӳссе ирттернине, курнине сăвă йӗркине куçарнă. 18 кӗнеке кăларма вăй çитернӗ Михаил Петрович.  А.Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ.

Мăшăрӗ вилнӗренпе пӗчченех пурăннă хисеплӗ ветеран. «Пӗччен юлнăран питӗ кулянатчӗ. Ачисем аякра. Çынсемпе куллен калаçма юрататчӗ вăл. Юлашки вăхăтра чӳрече умӗнче урамалла пăхса ларма кăмăллатчӗ, кам та пулсан килессе, шăнкăравласса кӗтетечӗ ялан...» – каласа парать М.Константиновăн Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан тăванӗ Татьяна Максимова.

Михаил Петрович Константинов (22.06.1927 – 17.10.2023) вилсе кайнăран унăн ачисемпе, мăнукӗсемпе тата чăвашмайнисемпе пӗрле «Сувар» хаçат редакцийӗ, ТР ЧНКА Канашӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ тарăннăн хурланни пирки пӗлтереççӗ. Унăн çутă сăнарӗ яланах Тутарстан чăвашӗсен асӗнче упранӗ.

Михаил Петровича Чăваш Майнинче паян юлашки çула ăсатаççӗ.

Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев