Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Пăрнайӗнчи пӗртăван Ивановасем салтаксене 2022 çултанпах пулăшаççӗ

Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнче пурăнакан пӗртăван Елена, Евгения, Ирина Ивановасем ятарлă çар операцийӗнчи ентеш-салтаксем валли хăйсен çемйинчен – 50, ял халăхӗпе пӗрле тата 80 яхăн машина гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă.

Иванова– хӗр чухнехи хушамачӗ вӗсен. Евгения Николаевна (Еликова) Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнай шкулӗнче ачасене химипе биологи вӗрентет, Елена Николаевна (Шумакова) вырăнти «Берёзка» ача сачӗн заведующийӗ, Ирина Николаевна (Тяминова) садикре повар.Малтан вӗсем хăйсен ушкăнне «Ырă чӗресем» ят панă пулнă-ха, кайран пурне те ăнланмалла пултăр тесе «Пӗртăван Ивановасем» тесе улăштарнă. 

«Ывăлăм Данил контракт çырса ятарлă çар операцине кайрӗ. Мӗнпе те пулсан пулăшас килет вӗт ачасене. Блиндаж çуртисенчен пуçларăмăр, – каласа парать Елена Николаевна волонтер ӗçне мӗнрен пуçланине. – Банкăсем ниçтан шыраса тупаймастпăр, вăл вăхăтра веç пăрахса пыраттăмăр вӗт. Малтан 7 банка тупрăмăр, унтан шкул ачисене киле йыхăртăм. Вӗсем хăйсемпе тата банкăсем илсе килчӗç. Парафин çук-ха, ăçтан илмеллине те пӗлместпӗр, килти чиркӳ çуртисенчен турăмăр пирвайхисене. Кайран кайрӗ вара. Аппа Евгения Николаевна Хусанти «Казань. Мы вместе» волонтерсен ушкăнне тупрӗ. Хусансем толстовкăсем, балаклавăсем çӗлеççӗ. Эпир те çӗлесе параятпăр тесе материалсем пама ыйтрăмăр. Вӗсем пире касса хатӗрленӗ толстовкăсем кӳрсе пачӗç. Кайран эпир хамăр та пусма туянса, хамăрах касса балаклавăсем, толстовкăсем, футболкăсем, труççисем, госпиталь валли арçын кӗписем, вырăнпа выртнă чух пусăрăннипе ӳт çӗресрен ятарлă валиксемпе минтерсем çӗлеме тытăнтăмăр». 

Вӗсене Еленăпа Евгения Николаевнăсем хăйсемех çӗлеççӗ. Пӗртăван Ивановасем паянхи кун тӗлне 257 толстовка, 300 футболка, 700 балаклава, госпиталь валли 150 арçын кӗпи, хускалаймасăр выртнипе ӳт çӗресрен сыхлакан 2670 минтерпе валик, 800 труççи, 2700 «Свой-Чужой» повязка çӗлесе ăсатнă. Окоп çуртисем мӗн чухлӗ ăсталанин шутне вара хăйсем те астумаççӗ ӗнтӗ.

Кунсăр пуçне маскировка сеткисем, «панцирь», «леший» пек маскировка тумсемпе шлем çине тăхăнмаллисем те çыхаççӗ (вӗсем мӗнле пулнине хăйсемех тӗрӗслени видеора).

Ӗç хыççăн, канмалли кунсенче тăваççӗ вӗсем çакна, çитменнине йăлтах килте. Ял халăхӗ хӗрринче юлмасть, укçа та парса пулăшать. «Сеткăсене ман патăмра кăна çыхаттăмăр малтан, 6 метрлă пысăк станок кансӗрленипе эпир ăна çурмалла пайларăмăр та пӗр пайне кӳршӗрех пурăнакан аппа илсе кайрӗ», – малалла тăсăлать калаçу. 

Типӗ душсем хатӗрлеççӗ, улма-çырлапа пахча çимӗç, курăк тата сухари типӗтеççӗ. «Сухарисене кӗсьере чиксе çӳреме меллӗ пултăр тесе кириешки евӗр типӗтсе пӗчӗк зип-пакетсем çине тултарса яратпăр. Тутă кӗртме тӗрлӗ специ хушса пăхрăмăр, хура çăкăр та типӗтрӗмӗр, йӳçӗ терӗç. Çавăнпа шурă çăкăра нимсӗр кăна типӗтетпӗр халӗ. Кӳршӗ ялти пекарньăран çăкăра пире хăй хакӗпе параççӗ. Улма-çырлапа пахча çимӗçе вара ял çыннисем кӳреççӗ», – терӗ Елена Николаевна.

Пӗртăван Ивановасен фронта пулăшакан ӗçне палăртса хăйсене – «За содействие СВО», ачисене (Ярослава Еликовăна, Касьян Никитинпа Милалика Тяминовăна) «Юный Герой» медальсемпе чысланă. Хӗрачасем сетка çыхаççӗ, Касьян килте окоп çуртисем тăвать иккен. Ялти утарçă Валерий Федорович Якорев ăвăс ирӗлтермелли хатӗр панă хыççăн каччăн ӗçӗ самай çăмăлланнă. Парафинне Хусанти «Свечи печи» волонтерсен ушкăнӗ урлă туянаççӗ. Лешсем ăна Ярославльти заводранах кӳреççӗ. 

Волонтерсем, тӗпрен илсен, заявкăпа ӗçлеççӗ. Хальхи вăхăтра, тӗслӗхрен, маскировка сеткисем çыхаççӗ, тип яшка валли пахча-çимӗç типӗтеççӗ. Уйăхсерен пухакан гуманитари пулăшăвне Хусанти волонтерсем урлă Тутарстанран кайнă салтаксем патне леçеççӗ. Çавăнпа Елена Николаевнăн типӗтнӗ сухарийӗсем ывăлӗ патне кашнинчех çитсех те каймаççӗ. Мотострелоксен 25-мӗш бригадин 2-мӗш батальонӗн командирӗ Д.С.Аверин гварди майор çакăн пек пулăшу панăшăн пӗртăван Ивановасене Тав хучӗ те парса янă.

«За отвагу» тата ытти медале тивӗçнӗ Данил çурăм шăмминчен аманса таврăнсан сипленнӗ хыççăн тепӗр хут контракт çырса фронта тухса кайнă. Сăмах май Элкел районӗнчи çак чăваш ялӗнчен кăна ятарлă çар операцине 18 çын кайнă. Шел, вӗсенчен çурри Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунă…

«Амăшӗсен пирӗн мӗн юлать ӗнтӗ – кӗтмелли. Пире мӗн, эпир килте, ăшă çӗрте, ачасене йывăр», – ассăн сывларӗ салтак амă­шӗ, волонтер Елена Николаевна. Унăн та, ытти пин-пин анненни пе­­кех чи пысăк ӗмӗчӗ – вăрçи часрах пӗттӗр те ывăлӗ ырă-­сывă таврăнтăр. Çӗнтерӗве çывхартас тесе пӗртăван Ивановасем ял халăхӗпе пӗрле хăйсенчен мӗн кирлине йăлтах тăваççӗ те.

(Е.Шумакова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

https://vk.com/video-78974186_456241083

Теги: #Своихнебросаем