Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Хусанти спектакльсен сезонне вӗçлемен-ха

Июнь уйăхӗнче вăл Хусанта иртекен тӗрӗк театрӗсен «Навруз» фестивальне «Эп сӳннӗ чух эс çун!» спектакльпе хутшăнма палăртать.

Кăçал театр репертуарӗнчен сахал мар интереслӗ пъесăпа паллашрăмăр. Драматургӗсем те тӗрлӗренччӗ, режиссерӗсем те, артисчӗсем те. 
Майăн 3-мӗшӗнче вăрçă çинчен спектакль куртăмăр. А.Дударев çырнă «Ан пăрахсам мана...» драмăллă баллада пире 1944 çулхи Белорусси вăрманӗсене илсе кӗрет. Михасев капитанăн 4 разведчицăна вăрттăн та яваплă задание хатӗрлемелле. Вӗсен тăшман тылне лексе диверси тумалла. Хӗрсем задание пурнăçлаççӗ, анчах та хăйсен пурнăçӗсене çăлаймаççӗ. Вӗсенчен пӗри кăна сывă юлать.   
Спектакль вӗçленсен ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев театрăн ӗç коллективне ТР ЧНКА Канашӗн Тав çырăвне парса чысларӗ. 
Юлашкичен куракансем Шупашкарти артистсене ура çине тăрса алă çупса тав тунинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр. Хусансем Чăваш драма театрӗн артисчӗсене чаршав хыçне шав çапла ăсатаççӗ.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев