Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров «Сувар» хаçата менелникпе саламлать
Çак уйăхра, август уйăхӗнче, 33 çул каялла «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш номерӗ кун çути курнă. 1993 çулхи августра Тутарстанра 30 çул тăван чӗлхепе республика шайӗнче тухса тăракан кăларăмсăр пурăннă (1936 – 1963 çулсенче Хусанта тухса тăнă «Хӗрлӗ ялав», Каярах «Ленин ялавӗ», хаçат хупăннăранпа чăвашла кăларăм пулман). – Ред.) чăвашсем каллех хăйсен аллине чăвашла хаçат тытма пултарнă. Хаçатăмăра менелник ячӗпе пирӗн авторсем, туссем, вулакансем саламлаççӗ. Пӗрремӗш салам Шупашкартан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕнчен Геронтий Лукиянович Никифоровран çитрӗ. Унпа сире те паллаштаратпăр.

«Хисеплĕ Ирина Федоровна тата «Сувар» хаçат редакци ĕçченĕсем!
Сире пурне те «Сувар» хаçат 1993 çулхи çурла уйăхĕнче тухма пуçланă ятпа ăшă туйăмпа саламлатăп. Хаçат чăвашла тухса тăни вăл – пысăк телей. Пурнăçăн тĕрлĕ ыйтăвне хускатса эсир тăван халăхăн ăс-хакăлĕпе культурине малалла аталантарма, чăваш чĕлхине упрама, ун хăватне ÿстерме пулăшатăр. Тухăçлă ĕçленĕшĕн пысăк тав. «Сувар» хаçат редакци ĕçченĕсене малашне те чăваш халăхĕн кăмăлне уççăн палăртма, пурнăçпа тан утма çĕнĕ пуçарусемпе проектсем çырма ырлăх-сывлăх,телей, вăй-хал, юрату, ăнăçу сунатăп.
Яланхи хисеппе ыр сунса, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ
Геронтий Лукиянович Никифоров».
Г.Никифоровăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев