Чăваш Шупашкарӗн хӗрарăмӗсем салтаксем валли 190 çăмартаран чуста çăрса килти салма каснă
Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗ ялӗн хӗрарăмӗсем ялти Культура çуртне пухăнса ятарлă çар операцийӗнчи ентеш-салтаксем валли икӗ кун килти салма каснă. Чустана январӗн 27-мӗшӗнче – 80, паян (январӗн 29-мӗшӗнче) 110 çăмартаран çăрнă.
Кун çинчен пире Чăваш Шупашкарӗн Культура çурчӗн ӗçченӗ, фронтри салтаксене нумай пулăшакан паллă волонтер Людмила Ивановна Ильдулова пӗлтерчӗ.«Каснă салмана типӗтме вырăн çителӗксӗррипе кун урлă касма тиврӗ. Ял хӗрарăмӗсем эпир çăмартапа çăнăха килтен илсе килтӗмӗр»,– терӗ вăл. Çак ырă ӗçе пуçараканӗ Людмила Ивановна хăйех.
.jpg)
Килти тутлă салмана чăвашшупашкарӗсем салтаксене район волонтерӗсенчен парса яма хатӗрлеççӗ. Черетлӗ гумконвой СВО зонине ку районтан февралӗн 1-мӗш декадинче каймалла. Районти пӗртен-пӗр чăваш ялӗн çыннисем кунсăр пуçне тата маскировка сеткисем çыхасшăн, окоп çуртисем ăсталасшăн. Çавăнпа канма вăхăт сахал вӗсен. Сетка валли кирлӗ хатӗрсене туяннă та ӗнтӗ, окоп çурти валли парафин та заказ панă, килессе кӗтеççӗ. Вӗсене туянма укçана ялӗпех пухаççӗ. Людмила Ивановна каланă тăрăх, ырă ӗçе ял çыннисем хастар хутшăнаççӗ, кашни вăйӗ çитнӗ таран пама тăрăшать. Камран мӗн чухлӗ укçа килнине, ăна мӗн валли тăкакланине волонтер мессенджерти ял ушкăнӗнче хыпарласа тăрать.
.jpg)
Салтаксем валли каснă салма миçе килограмм пулни хальлӗхе паллă мар-ха, типмесӗр виçме çук ăна, тепӗр тесен мӗн чухлӗ пулни мар, фронтри атьсене кăшт та пулсан килти апата çитерни пӗлтерӗшлӗрех вӗт.
(Л.И.Ильдулова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев