Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче пурăнакан Ильдуловсемпе «Сувар» вулаканӗсене паллаштарсах тăратпăр. Фермерсен çемйи районăн социаллă экономикине кăна мар, волонтер ӗçне те хастар хутшăнать. Нумай пулмасть кăна-ха Людмила Ивановнăпа Сергей Васильевич Ильдуловсем ятарлă çар операцине контрактпа кайнă ентешне Саша Ваганова «Эндуро Кросс 250» мотоцикл туянса волонтерсем урлă парса ячӗç.
Сăмах май, сăрт-туллă çулсемпе çӳремелли мотоцикл салтак патне тӗрӗс-тӗкелех çитнӗ, кун çинчен Саша хăй видео ӳкерсех янă.
Ашшӗ-амăшӗн ырă тӗслӗхӗпе тепӗр темиçе кунранах аслă ывăлӗ, çамрăк фермер Николай, салтак-ентешсене хăй çемйи ятӗнчен çакăн пекех парне турӗ.

Ак каллех ырă хыпарпа савăнтараççӗ Чăваш Шупашкарӗн чăвашӗсем. Ентеш-салтаксене тата тепӗр мотоцикл сывлăш пекех кирлине пӗлсен Ильдуловсем, хальхинче иккӗмӗш ывăлӗ, Анат Камăри МЧСра тăрăшакан Дмитрий, хăй çемйи ятӗнчен «Эндуро Кросс 250» мотоцикл туянса ăсатнă.
Пӗр çемьерен вӗр-çӗнӗ виçӗ мотоцикл таранах умлăн-хыçлăн ăсатакансем кашни ялтах çук вӗт. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест теççӗ те тӗрӗсех-тӗр çав, йышлă ача-пăчаллă Ильдуловсен те акă ывăлӗсем, Николайпа Дмитрий, ашшӗ-амăшӗ пекех ентеш-салтаксене, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене пулăшу кирлӗ чух хӗрринче юлмаççӗ.
Ильдуловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев